Волгоград облаçĕн губернаторне Сергей Боженова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ

Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Волгоград облаçĕн губернаторĕ Сергей Боженов патне телеграмма янă. Асăннă телеграммăра раштав уйăхĕн 29 тата 30-мĕш кунĕсенче пулса иртнĕ хурлăхлă пулăмпа тарăннăн хурланни çинчен çырать. «Чăваш Енре пурăнакансем Волгоградра харăсах икĕ инкек пулнишĕн чăререн хурланаççĕ. Çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнишĕн таррăнăн кулянатпăр. Тĕрлĕ халăх пурăнакан  Чăваш Енре çынсем пăшăрханнине, инкеке лекнисен тăванĕсем патне илсе çитерме сĕнетĕп. Эпир чĕререн хытă кулянатпăр», - тесе çырнă телеграммăра.

 



30 декабря 2013
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter