Шупашкарта çĕнĕ икĕ ача сачĕ хута кайнă

Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта икĕ çĕнĕ ача  сачĕ  уçнă ятпа ирттернĕ пулăмсене хутшăннă. Строительсен урамĕнче 8№-лĕ ача пахчи – ачасене аталантармалли центр хута кайнă. «Ачасен савăнăçĕн керменĕ» чăннипех те куçа илĕртсе тăрать. Проектпа килĕшӳллĕн ача садне харăсах 235 ача çӳретме май пур. Пӳлĕмсене хута янă чух эффективлă ĕçлесе пынине кура, тата хушма 65 ача вырнаçтармаллăх вырăн хатĕрлеме палăртса хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче ача пахчинче пепкесем валли тавра-курăмне анлăлатма, патриотизмла вăя çирĕплетме  çителĕклĕ таран условисем пулнине асăннă.  «Çĕнĕ çул умĕн ашшĕ-амăшĕсен кĕтнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçа кĕнĕ. Чăнласах та пуриншĕн те пысăк парне. Ачасем хальхи пурнăçпа тан кунта аталанса пыма пултараççĕ», - тесе каланă Пуçлăх. Сумлă хăнасем çуртри пӳлĕмсемпе паллашнă, ушкăнри ачасемпе пӳпленĕ, бассейн, сауна, ачасене апатлантармалли ятарлă пӳлĕмсене кĕрсе курнă. Компьютер, акăлчан чĕлхине вĕренмелли классене пăхса çаврăннă. Паллă пулăм ячĕпе хăнасем валли  воспитательсемпе ачасем уяв программи хатĕрленĕ. Тепĕр хаваслă пулăм: 10№-лĕ ача сачĕ çĕкленсе ларни. Асăннă çурт Университет урамĕнче вырнаçнă. Харăсах ку ача садне 100 ача çӳретме май пур. Асăннă объекта уçнă май, Михаил Игнатьев 2013 çулта республикăра пĕтĕмпе 11 ача сачĕ хута яма палăртнă пулнине асăннă, телее пула, Чăваш Енре паянхи куна 13 ача сачĕ хута кайнă. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ – ача садне çӳрекенсем валли пур услови те туса çитересси, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен юратнă ĕçĕсене каялла тавăрма пулăшасси», - тесе асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 2013 çулта 3 çултан пуçласа 7 çула çитиччен ачасен  садик ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татса панă. 2015 çулта çулталăк çурăран пуçласа ачасене садике вырнаçтарас ыйтусемпе ĕçлеме палăртса хунă. «Хаваслă алăсем» ача садне уçнă ятпа ирттернĕ торжествăлла пулăм «Асамлă сăрăсем» уяв программипе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех

 



30 декабря 2013
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter