Чăваш Енре терроризма хирĕç тăрас енĕпе лару-тăру йĕркеллĕ

 Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕпе пĕрле Оперативлă штабăн ĕçлĕ канашлăвне йĕркелесе ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту – Чăваш Республикинче çынсене хăрушсăрлăхсенчен сыхлассипе хушма мерăсем йышăнасси пирки калаçăва сӳтсе явнă.  Кун пек йышăну туни, çак кунсенче Волгоградра харăсах икĕ хăрушă инкек сиксе тухипе çыхăнса тăрать. Инкексем пирĕн патра ан пулччĕр тесен, паян кашнин асăннă ыйтупа тивĕçлипех ĕçлесе пыма тăрăшмалла. Терроризма хирĕç кĕрешес ыйтупа тĕрлĕ мероприятисем йăркелесе ирттерме Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пĕтĕм Раççейĕпех сыхă пулма Нацилле тероризма хирĕç кĕрешекен комитета хăш-пĕр уйрăм хушусем пани çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тимлĕх уйăрнă. Терроиризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн тата Оперативлă штаб членĕсем республикăра пур енлĕн те кирлĕ пек профилактика ĕçĕсем пурнăçланса пыни çинчен пĕлтернĕ. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче йĕркене пăхса тăрассипе тĕрлĕ службăсенче тимлекенсем çивĕч тĕрĕслесех тăнине асăннă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан Чăваш Енре лару-тăру аванах пулнине палăртнă пухăннă ертӳçĕсем. «Çынсем уявсене лайăх ирттересси пирки шансах тăраççĕ. Приĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – çынсен канлĕхне упраса хăварасси», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пĕлсе тăма:

 

Шанăç телефонсем:

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ (8352) - 62-27-04;

 

Федерацин Хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕ – (8352) 62-33-11; 62-15-00;

 

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви62-05-91, 62-34-06; 02;

 

Пĕрлĕх "шанăç телефонĕ" МЧСăн Чăваш Республикинчи  тĕп управленийĕ - (8352) 39-99-99;

 

Федерацин Им-çампа иртĕхсе усă курнине хирĕç тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешекен Чăваш Республикинчи управленийĕ - (8352) 23-01-00;

 

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви – (8352) 62-35-94;

  

Чăваш Республикин Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕ (ГКЧС) – (8352) 63-88-64.

 



31 декабря 2013
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter