Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе чун-чӗререн салам­латӑп!

Иртсе каякан 2013 çул республикăшăн çăмăлах мар, çапах та, пĕ­­тĕ­­мĕшле илсен, ăнăçлă пул­чĕ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн кӑтартӑ­вӗсем тӗрлӗ шайра пысӑк хака тивӗҫрӗҫ. Эппин мухтанмалӑх пур!

Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтри тӑватӑ предприяти хута кайнӑ, пы­сӑк тухӑҫлӑ ҫӗршер ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. Строительство комплексӗ ӑнӑҫ­лӑ ӗҫленине пула республика пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассипе каллех Атӑлҫи федераци округӗнче малти вырӑна тух­рӗ. Пирӗн ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсене шеллемесӗр вӑй ху­чӗҫ, пӑх­са ӳс­тернӗ тухӑҫа ҫанталӑкӑн ҫӑмӑлах мар условийӗ­сенче те тул­лин пухса кӗрт­ме тӑрӑшрӗҫ. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программ­ӑна ӑнӑҫ­лӑн пурнӑҫларӑмӑр. Атăл леш енне газ кĕртес ĕçе "Газ­пром" АУО 500 миллион ытла укçа-тенкĕ хывать, ҫавна пула унта сыв­лăха ҫирӗп­лет­мелли учрежденисен сетьне аталантарма питех те ла­йăх майсем йĕр­ке­ле­неççĕ.  

Пирӗн тӗп пуянлӑх, пирӗн пуласлӑх вӑл – ачасем. Сывӑ та ха­вас­лӑ ачасем вара тулли те ҫирӗп ҫемьесенче кӑна ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ. Чӑ­ваш Енре ҫемьене, ача амӑшӗсене тата ачалӑха пулӑшу парас енӗ­пе чылай мера пурнӑҫ­ла­нать. Эпир 11 ҫӗ­нӗ ача сачӗ турӑмӑр, шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче 6,5 пине яхӑн вы­рӑн йӗркелерӗмӗр, ҫап­ла майпа ача сачӗ­сен­че 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитич­ченхи ачасен черетне пӗтӗмпех пӗтертӗмӗр. 

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗн пур ҫыннӑн хастарлӑхне пу­ла республика физкуль­турăпа спорт сферинче "Раççей регионĕ" номина­цире наци премине ти­вӗҫрӗ. Чăваш Ен 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Ев­ропăн командăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче вара хă­вăрт утас енӗпе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк илчĕ. Тӗнчери ҫав сум­­­лӑ ӑмӑр­­­тусем нихҫан манӑҫми пулӑм пулса юласса тата физ­куль­­турӑпа спорт аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывасса шанса тӑ­ра­тӑп.

Хаклӑ туссем!

2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Чӑваш Ен пуласлӑхӗ культура еткерне, ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен халӑ­хӑ­мӑ­рӑн йӑли-йӗркипе мешехисене тивӗҫлипе сыхласа упранинчен килет. Ҫынна пултарулăх тĕлĕ­шĕнчен ÿсме, ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса хурса,тăнă­çлăхпа ки­лĕшӳлӗхе тата пĕр-пĕрне ăн­лан­нине упраса хӑварса кăна эпир малаш­лӑхалла шан­чӑк­лӑн пӑхма пултаратпӑр.

Сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, телейпе юрату сунатӑп! Кашни ҫемье­­­рех, кашни килтех ҫителӗклӗх, ырлӑх тата ки­лĕшӳлӗх хуҫа­ланч­чӑр!

Уяв ячӗпе сире! Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                   М.Игнатьев.

 



31 декабря 2013
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter