Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Çĕнĕ çул тата ҫутӑ Раштав уявĕсемпе саламлаççĕ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Çĕнĕ çул тата  ҫутӑ Раштав уявĕсем ячĕпе салам çырăвĕсем килсе çитнĕ.  Пуçлăх патне Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳçи Сергей Иванов, Раççейри Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ  Владимир Чуров, Россотрудничество Ертӳçи Константин Косачев, РФ Аслă Арбитраж Суд Председателĕ Антон Иванов, Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн Председателĕ Вячеслав Лебедев, Союз патшалăхĕсен Патшалăх Секретарĕ Григорий Рапота тата та нумай сумлă пуçăхсемпе ертӳçĕсем  ячĕпе ăшă саламсем янă. «Çывхарса килекен 2014 çулта   çутă та пуян пултăр, чылай кăсăк пулăмпа тата çĕнĕлĕхпе савăнтартăр, çирĕп сывлăх, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçу, телейпе юрату, уяв каçĕнче ĕмĕтленнĕ чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччĕр. Çĕнĕ çул ячĕпе Сире!», - тесе çырнă. Çавăн пекех республика Пуçлăхне  Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисем, Чăваш Республикинчи хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата та нумай çынсенчен телеграммăсемпе салам çырăвĕсем килсе çитнĕ.



31 декабря 2013
14:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter