Елчĕк районĕ: «Чăваш йăмри» литăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ
Çак кунсенче республика шайĕнче иртекен «Чăваш йăмри» литератăмăрту ăмăртăвне пĕтĕмлетрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вăл кăçал тивĕçлĕ шайра иртрĕ теме пулать — конкурса пурĕ 92 хайлав тăратнă. Кашни районти вĕренекенсем тата вĕсен вĕрентекенĕсем хутшăнма пултарчĕç çак конкурса.
«Хайлавĕсене хаклама питĕ йывăр пулчĕ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чĕлхе илемлĕхĕ те, сюжет кăткăслăхĕ япăх мар шăрçаланнă. Хăшне мала кăларасси, хăшне парнеллĕ тăвасси самай пуçа ваттарчĕ»- тесе пĕлтенĕ Чăваш халăх сайтĕнче пĕтемлету тунă комиссии членĕн йĕртÿçи Аçтахар Плотников.
7-мĕш класра вĕренекен Юлия Адюкова, çырнă тарăн шухăша яракан «Управçă чăваш йăмри» калавĕ, 3-мĕш выăрăна тухма пултарчĕ. Юля çыравçă ĕçне пуçăнать анчах –ха, çавăнпа та çамрăк çыравçа саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем çырма сĕнетпĕр. Юля çырнă калава электронлă вулавăшра тупса вулама пултаратăр.