Интерфакс –ЭРА экологипе энергетика рейтинг агенствин кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен пĕрремĕш вырăна тухнă
Декабрĕн 2-мĕшĕнче Мускавра тавралăха сыхлас енĕпе иртнĕ Сьездра экологипе энергетика рейтингĕн Интерфакс-ЭРА агентстви рейтингне хутшăнса Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Рейтинга Раççей Федерацийĕн 83 субъекчĕн 4000 предприятин экологипе энергетика эффективлăхне тата экономика йышăнăвĕсене шута илсе экологи факторне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Пĕтĕмлетĕве кашни предприятин производство ĕç-хĕлне тата тупăш илнине, миçе çын ĕçленине, мĕн чухлĕ энергипе усă курнине шута илсе палăртнă.