Елчĕк районĕ: викторинăра хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕсленĕ

Раççей Федерацийĕн тĕп саккунне Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти иртет. Крымсарайкăри информаципе культура центрĕнче шкулта вăтам классенче пĕлÿ илекен ачасем хушшинче викторина йĕркеленĕ. «Эпĕ саккунсене пĕлетĕп тата пăхăнатăп» ятпа иртнĕ мероприятин тĕп тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва Раççей гражданинĕн прависемпе тивĕçĕсем çинчен ытларах ăнлантарасси. Шкул ачисем икĕ ушкăна пайланса ыйтусем çине хуравланă. «Ача миçе çулччен çула çитмен çамрăк шутланать;» тата ытти тĕрлĕ ыйту çине тĕрĕс хурав пама тăрăшнă. Мероприяти пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх шкул ачисем Раççей Федерацийĕн саккунĕсене аван пĕлни палăрнă. Кашни ачах пылак парнене тивĕçнĕ.



04 декабря 2013
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter