Элĕк районĕ: граждансене йышăннă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче çак партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов граждансене харпăр ыйтăвĕсемпе йышăннă. Александр Николаевич патне хăйсен çивĕч ыйтăвĕсене урăхла майпа татса пама пултарайманнисем пулăшу ыйтма пынă. Кусем вĕсем – ялсене тирпей-илем кĕртесси, çĕнĕ урамсене çутçанталăк газĕ илсе çитересси, социаллă аталану программипе килĕшӳллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин йышăну пӳлĕмĕнче кун йĕркинчи ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, туллин ăнлантарса панă. Ыйтупа пынисене кирлĕ пек тишкерсе тухнă хыççăн çыру вĕççĕн хуравлаççĕ.



04 декабря 2013
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter