Экономикăна технологилле аталантарасипе тата модернизацилес енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕнче квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес ыйтусене пăхса тухнă
Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн технологиллĕ экономикине аталантарас тата модернизацилес канашĕн ларăвне ирттернĕ. Канашлăва пуçличчен, чи малтан Михаил Игнатьев Чăваш Ен Раççей регионĕсем хушшинче экологи энергетикин ретинг агенстви Интерфакс-ЭРА тĕпчевĕ тăрăх, 2012 çулта экологи никĕсĕн эффективлăхĕпе яваплăхĕн бизнес рейтингĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнине асăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçнă. Паянхи куна ятарлă специальноçсене ыйтас ыйту ĕçпе тивĕçтерекенсен кулленех улшăнса пынине палăртнă. Мĕншĕн тесен, паянхи çивĕч рынок условийĕсенче, бизнесра ĕçлекенсене хăйсемпе пĕр тан тупăшакансенчен пĕр утăм маларах пулма пурнăç хистет. Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Мускава ĕçлĕ çул-çӳревпе кайса килни çинчен чарăнса тăнă. Пуçлăх унта «Электрические сети России – 2013» курава çитсе килни çинчен асăннă, кунта хутшăнакансенчен, 40 проценчĕ Китай тăрăхĕнче калăпласа кăларакан таварсем, вĕсем рынокра демпинг хакĕсене пула çĕнсе илнисем. Çавăнпа та паян влаç органĕсенче тимлекенсен тата бизнесменсен пĕтĕмпех пĕлсе тăмалла, çитес 3-5 çул хушшинче вĕсене çĕнни мĕн кĕтнине. Тĕп ыйтупа регион экономики валли кадăрсене хатĕрлес ыйтупа Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов çитес виçĕ çулта республикăра професси пĕлĕвĕ паракан учрежденийĕсем çумĕнче 7 нумай функциллĕ центрсем хута яма палăртнине асăннă. 2013 çулта Шупашкарти строительсене хатĕрлекен техникум çумĕнче кун йышши центр хута янине асăннă. Базăра 500 çын кĕске вăхăт хушшинче, çул-йĕр строительствин машинисчĕсем, типĕ строительство, кирпĕç хуракансем, штукатур, слесарь тата ытти специальноçсене алла илнĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кун пек центрсене хута яма инвестици хывма хатĕр предприятисемпе çине тăрсах ĕçлесе пыни пирки те асăннă. Калăпăр, «Элара» ОАО Шупашкарти электромеханика колледжне валли тĕрлĕ хатĕрсем туянма 3,5 млн. тенкĕ уйăрнине асăннă. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме «Раççей сечĕсем» ОАО тата Торговый Сеть ТехноНИКОЛЬ пĕрлешӳсемпе калаçса татăлма май килни çинчен пĕлтернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ кăçал «Кадры для регионов» конкурсра çĕнтерсе чи лайăх 13 аслă шкулсем шутне кĕнĕ. Аслă шкул икĕ çул хушши патшалăхран укçан пулăшу - субсиди илет. (2013 çулта – 29 млн. тенкĕ, 2014 çулта – 50 млн. тенкĕ). Чăваш Енĕн Суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин нумай функциллĕ центрсенче никама пăхăнман экспертсен персоналĕсене хатĕрлеме хушма центрсем хута ямалли çинчен чарăнса тăнă. Унсăр пуçне республикăра 8-мĕш центр хута ярас ыйтăва та çĕкленĕ, ăна Çĕнĕ Шупашкарти биотехнологи техникумĕ çумĕнче йĕркелесе ярасси пирки калаçнă. Канашлура республикăра малта пыракан предприятисен ертӳçисем тата Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ĕçченĕсем хăйсен опычĕсемпе паллаштарнă. Тĕплĕнрех