Чăваш Ен нумай функциллĕ центрсен сечĕ лайăх аталанса пыракан регионсем шутне кĕнĕ

Паян Чăваш Республикимн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи çивĕч ыйту нумай функциллĕ центрсене хута ярасcи. Раççей Премьер-министрĕ хăйĕн сăмахăнче çынсене валли ансат усă курма ирĕк паракан нумай функциллĕ центрсем ĕçлеттере ярас ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ, тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине каланă. «Пирĕн паян çынсене тĕрлĕ справкăсене, ĕç хучĕсене илме учрежденийĕсем тăрăх çӳретес ĕçе пăрахăçламалла», - тенĕ Дмитрий Медведев. Раççей Федерацийĕнче раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне нумай функциллĕ 848 центр пулнине асăннă. 2015 çул тĕлне Раççейре пурнакансенчен 90 проценчĕ "пĕр чӳрече" меслечĕпе усă курма пуçлĕç. «Центрсем кашни муниципалитетсенче пулмалла. Вĕсенче пахалăхлĕ çыхăнусемпе усă курса ĕçлемелле. Эпир асăннă ыйтăва стратегие пăхнă пек тимлетпĕр», - тесе уйрăммăн палăртнă РФ Правительствин Председателĕ. РФ экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Олег Фомичев чăваш Ен палăртнă ыйтупа чи лайăх ĕçлекен  регионсем шутне кĕнине асăннă. Чăваш Республики, Мускав, Чулхула, Калуга облаçĕсемпе тата Югра Республикипе пĕр танах ĕçлесе пынине палăртнă. РФ Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 601№-лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре çулталăк вĕçленнĕ тĕлне 116 МФЦ хисепĕ 116 танлашмалла. 2013 çулта 10 уйăх хушшинче пурĕ центрсен пулăшăвĕсемпе республикăра пурăнакан 162 пин çын усă курнă. Кăçалтан утă уйăхĕн 1-мĕшĕнччен пуçласа 120 тĕслĕх библиотекисенче «пĕр чӳрече» мелĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме тытăннă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата 112 чӳрече ял тăрăхĕсенче  хута яма палăртса хунă.Тĕплĕнрех



04 декабря 2013
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter