Пушă вăхăтра - пĕрле

Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче аслисене валли «Ал ăстисем», ачасен «Ал ĕçĕ тăвакансем» кружоксем çĕнĕрен йĕркеленнĕ. Вĕсем мĕн авалтан пыракан йăла-йĕркесене упрассине тата çамрăксене искусствăна юратма, халăхăн туприне сыхлама вĕрентес ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Занятисенче чăваш тĕррисене тĕрлеме вĕренеççĕ. Кружока музей директорĕ С.Железнова ертсе пырать. Вăл чăваш халăх тĕррисене вĕренни çинчен ятарлă сертификат илнĕ. Регионсем хушшинче иртнĕ «Регионы – сотрудничество без границ» куравра Элĕкри литературăпа краеведени музейĕ активлăхпа палăрнă, Элĕк районĕ çинчен йĕркеленĕ экспозицисене хатĕрлеме пулăшнă. Унта кружока çÿрекенсен ĕçĕсене те тăратнă.



04 декабря 2013
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter