Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулине çитсе килнĕ

 Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Улатăр хулинче пулнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ĕçлĕ визитне Улатăр хулинчи чи пысăк историллĕ, 120 çул ĕçлекен предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнипе пуçланă. Улатăрти механика завочĕ акционерсен уçă пĕрлешĕвĕ чукун çул транспорчĕсем валли хатĕрсем калăплассипе тимлет. 2013 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕ таран 330,3 млн. тенкĕллĕх тавар калăпласа кăларнă, индекс производстви 155,5 процентпа танлашнă. Заводра Михаил Игнатьев чукун çул валли хатĕрлекен таварсене пăхса çаврăннă, тĕрлĕ цехсенче пулнă, ĕç коллективĕпе паллашнă. Завод ушкăнĕ Чăваш Енри промышленноç аталанăвĕн çул-йĕрĕнче пысăк тӳпе хывнишĕн Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.   Михаил Игнатьев завод ĕçне пысăк хак панă. «Эпĕ кунта вуншар çул ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрăм. Хăйсен завочĕшĕн вĕсем патриотла çынсем шутланаççĕ. Предприятире туслă та пĕр шухăшлă çынсем вăй хураççĕ. Производство пĕр тан лайăх аталанса пырать. Вĕсем калăпласа кăларакан таварсене кулленех ыйтаççĕ. Раççей чукун çулĕ заводăн таварĕсемпе усă курать, мĕншĕн тесен, вĕсем кăларнă таварсен пахалăхĕ пысăк шайра», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Вăл заводра ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине хурав панă, хăшĕсене контроле тĕрĕслесе тăма илнĕ. Хыççăн Михаил Игнатьев «Электроавтомат» ОАО çитсе килнĕ. Асăннă предприяти Чăваш Республикинче социаллă пĕлтерĕшлĕ предприятисенчен пĕри шутланса тăрать. Ку предприятире, Улатăрта пурăнакансенчен 10 проценчĕ вăй хурать. 2013 çулта кăрлач - юпа уйăхĕсенче 533 млн. тенкĕллĕх тавар кăларнă, производствăн индексĕ 99,4 процентпа танлашнă.  Предприяти авиаци техникисем, радиоэлектроника, электротехника, энергетика валли хатĕрсем калăплать. Паянхи куна предприяти 36 тĕслĕ  счетчиксем кăларать. Çитес вăхăтра тата 130 тĕслĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан таварсем кăларма палăртаççĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енри предприятисемпе организацисене,  вĕсем кăларакан таварсемпе анлăрах усă курма сĕннĕ. «Электроавтомат» ОАО мал ĕмĕтлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти. Паянхи кун хăйне ытти предприятисемпе ăмăртса яланах тивĕçлипе кăтартма пултарать, ВТО кĕнĕ май, уйрăмах кун пек ĕçлесе пыни вырăнлă. Вĕсем калăпласа кăларакан таварсем паянхи рынокра лайăх вырнаçăнаççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ĕçлĕ çул çӳреве вĕçленĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Улатăр пысăк хулан Комплекслă инвестици планĕ пурнăçа еплерех кĕрсе пынин кăтартăвĕсене сӳтсе явнă. «Улатăр пĕр тан аталанса пырать. Обществăлла политика лару-тăрăвĕ те пĕр пек лайăх. Хула малашне те хăйĕн ӳсĕмне чакармĕ, кулленех таварсен çаврăнăшне ӳстерсех пырасса курсах тăратпăр», - тесе уйрăммăн палăртса хварнă хăйĕн шухăшне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



05 декабря 2013
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter