Наркотик им-çампа иртĕхсе усă курнине хирĕç тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен республика комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн анлă ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Наркотик им-çампа иртĕхсе усă курнине хирĕç тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçленĕ тĕслĕхсем çинчен, следстви изоляторĕсемпе юсанмалли учрежденисенче наркăмăшран сыхланас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ мероприятисем çинчен Федерацин айăплав пурнăçлав службин Чăваш Республикинчи  управленийĕн пуçлăхĕ  Алексей Нецкин тĕплĕн паллаштарнă. 2013 çул чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне республикăри следстви изоляторĕсенче наркотика пула айăпланнисем 1471 çын шута илнине асăннă.  Вĕсенчен 60-шĕ ют çĕршывран килнĕ çынсем, 10-шĕ гражданство çук çынсем, 879 - хĕрарăм, 257- ВИЧ чирĕсемпе лекнисем. Кăтартусем пĕлтĕрхипе танлаштарсан лайăхланнине асăннă. 2013 çулта 11 уйăх хушшинче Айăплав пурнăçлавĕн управленийĕ 1213,5 гр. чухлĕ наркотик евĕр япаласене тупса палăртнă. (2012 çулта -   487,207 грамм). Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов культурăпа кану çурчĕсенче нарконтиксене сарассинчен асăрханса профилактика ĕçĕсене учрежденийĕсен ертӳçисем  йĕркелесе ирттернин тĕслĕхĕсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республикинче 786 культура çурчĕсем, 2008 çултан пуçласа 84 клубне модернизациленĕ, вĕсенчен 2013 çулта – 18 учрежденийне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Асăннă ĕçсене йĕркелесе ирттернине кура, тĕрлĕ кружоксене ĕçлеттерсе яма май килнĕ. 2013 çулта культура ĕçченĕсем нарконтика хирĕç кĕрешес тесе профилактика енĕпе 160 мероприяти йĕркеленă, вĕсенче 9,5 пин çынна явăçтарнă. Асăннă ĕçсене ытларах Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Каçал ен, Çĕрпӳ, Етĕрне, Ельчĕк районĕсенче аван ирттернĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ  Сергей Павлов Чăваш Енре кантăра промышленноçра усă курма çеç акса çитĕнтернине асăннă. 2012 çулта кантăра усăсăр Улатăр районĕнче акса çитĕнтернине палăртнĕă, 2013 çулта Чăваш Енре  кун пек тĕслĕхсем пулманни савăнтарать. Тĕплĕнрех



05 декабря 2013
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter