Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти Председателĕн  Дмитрий Медведевăн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.  Республика Пуçлăхĕ патне Людмила Викторова çурт-йĕр ыйтăвĕпе пынă. Ватă çынна Шупашкар хулинчи Тракторсем кăларакан проспектри 11Б çуртăн шăпи кăсăклантарнă. Хальхи вăхăтра çурта хăпартакансем конкурс производствин процедурин шайĕнче тăраççĕ. Улталанса юлнă çынсем паян çĕнĕрен килекен подрядчике чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, вĕсем тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесси пирки шанаççĕ. Михаил Игнатьев асăннă ыйтăва Чăваш Ен Правительстви кулленех çирĕп тĕрĕслесех тăни пирки каланă. Уйрăм лаптăксене хăшĕ-пĕрисене йĕркене кĕртме май килнĕ. «Влаç органĕсенче ĕçлекенсем айăккине пăрăнса юлмаççĕ. Эпир конкурс процедурисен ĕçне пăхсах, прокуратура мĕнле йышăннине те асăрхасах тăрăпăр, мĕншĕн тесе паян çынсем тăкак тӳсеççĕ. Эпир, кăлăхах улталанса юлнă çынсем хваттерсем туянса пĕтмессĕр, ыйтăва куçран вĕçертмĕпĕр, лăпланса лармăпăр», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Эдуард Игнатьева «Сад» урамĕнчи микрорайонăн аталанăвĕ кăсăклантарнă. Вăл палăртнă тăрăх, кунта урамсенче электричество çутисем çукки пăшăрхантарать ăна. Ача сачĕпе шкул пулманни те йывăрлăх кăларса тăратнине асăннă. Михаил Игнатьев çитес вăхăтрах пĕчĕк районта электричество ыйтăвне татса парасси пирки пĕлтерĕ. 240 ачана ача садне вырнаçтармаллăх çурта хута яма пуçланă та, ырлăха çулталăк çурăран ашшĕ-амăшĕсем туйса илĕç. 2018 çулччен ку асăннă районта 1500 ачана çӳретмеллĕх çĕнĕ шкул хута яма палăртнине каланă республика Пуçлăхĕ. «Сад» урамĕнчен инçех мар 9№-лĕ шкул пур. Кунта тата 110 ачана, шкула илме пултарнине палăртнă. Эдуард Игнатьева пуласлăхра республикăн çурт-йĕр фондчĕ урлă харпăр хăй валли хваттер туянас ыйту та канăçсĕрлетнĕ. «Эпир хамăр енчен кирлĕ пек нормативлă ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йышăнса хăвартăмăр. Енчен килĕшӳ хучĕпе вăхăт çитнĕ  пулсан,  хваттер туянас текенсен рынокри хакпа илме тивĕ», - палăртнă Пуçлăх. «Афанасьевский» ТОС председателĕ, ĕç ветеранĕ Валентина Матвеева нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсем тăвас ыйту кăсăклантарнă. Шупашкарти Афанасьева урамĕнчи 9-мĕш çурта 1979 çулта çĕклесе лартнă. Паянхи куна çитсе те пĕрре те тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттермен. 2013 çулта çуртра çĕнĕрен 4 лифт, шалти магистраль пăрăхĕсене ылмаштарнă, ытти ĕçсене валли укçа-тенкĕ паллах çитмен. Нумаях пулмасть, çуртра инкек те пулнă. Çуртăн аялти хутĕнче, сакайĕнче яланах шыв тăрать. Валентина Матвеева уйрăм хула фондне йĕркелеме сĕнет. «Кашни килтен пуçтарнă укçа хăйсен çуртнех юсав ĕçĕсем ирттерме юлтăр», - тет. Михаил Игнатьев пулнă инкеке сирсе ярса хула администрацийĕн ĕçченĕсене ыйтăва татса пама хушса хăварнă. Чăваш Республикинчи ветерансен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Крюковский Кукеçри ятарлă шкул-интернат çумĕнче  республикăн кадетсен корпусне уçма сĕнет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паянхи кун çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç нихçанхинчен те витĕмлĕрех пурнăçланса пынине асăннă.  Республикăн кадет корпусне Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕ çумĕнче йĕркелесе яни вырăнлă пулнине пĕлтернĕ, республикăри районсемпе хуласенче кадет класĕсене ытларах йĕркелеме сĕннĕ. Тĕплĕнрех



06 декабря 2013
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter