Çĕнĕ çула – çĕнĕ фермăпа

"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ял хуçалăх отрасльне çĕнĕ варкăш илсе кĕчĕ. Юлашки çичĕ çулта Чăваш Енре патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 157 выльăх-чĕрлĕх фермине çĕнĕрен тунă тата юсанă. Сысна, чăх-чĕп ĕрчетесси уйрăмах вăй илчĕ. Çак тапхăрта агропромышленноç секторне мĕн пур çăл куçран 44 млрд тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă, çав шутран федераци тата республика бюджечĕсенчен – 11,6 млрд, çăмăллатнă кредит – 32,4 млрд тенкĕ. Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхри çĕнĕ витере юлашки ĕçсем пыраççĕ: çурт тăррине витеççĕ, оборудовани лартаççĕ. Ăна кăçалах хута ямалла. Строительсем ырми-канми ĕçлеççĕ. Пластик чÿречесем, алăксем, сĕт, шыв пăрăхĕсем вырнаçтарнă ĕнтĕ. Сĕт блокне чĕр тавара сивĕтмелли оборудованипе çыхăнтарнă. Аслă витере çутă, хăтлă. Ĕнесене выртма ятарлă кавир сарса парĕç. – Хăмана кашни çул улăштармалла. Резина кавир вара темиçе çула та чăтать, – терĕ ĕç-хĕлпе паллаштарнă май Николай Андреев ертÿçĕ. – Кунта выльăх пăхакансемпе специалистсем валли канмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем те пулĕç. Объекта "Возрождение" пĕрлешÿ тăвать. "Çывăх вăхăтра ĕçе вĕçлетпĕрех, – шантарать Николай Петров мастер. – Çĕнĕ çула çĕнĕ фермăпа кĕтсе илĕç". Чаплă ферма выльăх пăхакансем валли уяв парни пулĕ. Кун пирки тахçанах ĕмĕтленеççĕ вĕсем. – Кивĕ ферма проектсăр тунăскер. Унтанпа мĕн чухлĕ шыв-шур юхса кайнă. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çынсем те улшăнаççĕ. Ыттисене кура вĕсен те хăтлă çĕрте ĕçлес килет, – каласа парать Николай Степанович. – Халь тăваканни шанчăклă, витере çутă, ăшă, типĕ. Сэндвич-панель стенана хăпартма вăхăт та нумай кирлĕ мар. Çĕнĕ технологипе ферма тума унчченех шутланă-ха вăл, анчах пысăк парăма кĕме тивни тата сĕт, аш-какай хакĕ чакса кайни ĕçе тытăнма чăрмантарнă. Хуçалăх пухăвĕнче хускатнă сăмах татăклă утăм тума хистенĕ. – Çынсене кăçалах çĕнĕ фермăна хута яма шантартăмăр. Каланă сăмаха тытатăпах,– терĕ Н.Андреев. – Эпир витесене юсасах тăратпăр-ха. Иртнĕ çул Шăхасанта сĕт пăрăхĕсем вырнаçтартăмăр. Ĕçе тытăнас умĕн Чулхула тăрăхĕнчи, Тăвай, Вăрнар районĕсенчи паллă хуçалăхсен çĕнĕ комплексĕсемпе паллашрăмăр. Тăвай енчи кăмăла кайнипе вĕсен проектне суйласа илтĕмĕр. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 21,6 млн тенкĕ. Хуçалăх хăйĕн укçине 2,4 млн тенкĕ хывнă. Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 17,3 млн тенкĕ кредит илнĕ. Парăма кĕмесĕр те май çук çав. Çĕнĕ витере 200 ĕне вырнаçмалла. Пĕтĕмпе вара вĕсен йышне 700 пуçа çитересшĕн. Хуçалăхра ăратлă выльăх ĕрчетеççĕ. Çавăнпа ăна аякран туянса тăкакланмалла мар. Мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 1,5 пин пуç кунта, çав шутра сăвăнаканнисем – 500. – Паян сĕт хакĕ аван, тăкаксене саплаштарма кăна мар, тупăш илме те май пур, – палăртрĕ ертÿçĕ. – Сĕтрен куллен укçа кĕрет. Хак чакмасан парăмсемпе татăлма çăмăлрах. Шалу хăпартма та май пулать. Предприятире 143 çын. Уйăхри шалу 14 пин тенке яхăн. Унсăр пуçне чĕр тавар уйăрса параççĕ (тырă, утă-улăм...). Специалистсем енчен йывăрлăх çук. Çынсен шухăш-кăмăлне шута илсе вăй хуни, сăмаха тытма пĕлни Николай Андреева хуçалăх тилхепине 33 çул çирĕп тытса пыма пулăшать те. (Канаш районĕ)



06 декабря 2013
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter