Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче çĕнĕ ача садне уçнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Миттов урамĕнчи "Çăлтăр ушкăнĕ" 7№-лĕ ача садне уçнă пулăма хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра ача сачĕсене хута ярас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. 2010-2012 çулсенче пурĕ 12 ача сачĕ çĕклесе лартнă. РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Указне пурнăçа кĕртсе, 2013 çулта 9 ача садне хута янă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата икĕ ача сачĕ çĕкленсе ларĕ. Кăçал  6,4 пине яхăн шкул çулне çитмен ачасене садике вырнаçтарма май килнĕ. «Эпир шантарнă сăмахсем пĕтĕмпех пурнăçланса пыраççĕ. Çĕнĕ ача садĕнче паянхи пурнăçпа килĕшӳллĕн пур хатĕре те вырнаçтарнă. Пепкесене валли бассейн, спорт валли ятарлă пӳлĕм, кĕвĕ уйрăмĕсем тата ыттисем те çителĕклĕ таран. «Ачасене вĕрентекенсем акăлчан чĕлхине те вĕрентме хатĕр. Ку, паллах, савăнтарать! Эпĕ çакăн йышши çĕнĕ çуртсем çĕкленсе ларнишĕн чăннипех те мăнаçланатăп. Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен савăнăçне пытараймаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ĕçе кайма пултараççĕ, ачисем - шанчăклă, лайăх воспитательсен аллинче», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ ача сачĕсене хута ярас ĕç 2014 çулта та малалла тăсăлнине палăртнă, 2016-мĕш çул тĕлне пĕтĕмпех ыйтăва татса пама та май килĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ача сачĕн директорне Наталья Спиридоновăна çурта валли хатĕрсем туянма икĕ миллион та сакăрçĕр сакăр вунă пин тенкĕне çирĕплетекен свидетельство хутне парса чысланă. Садике уçма хĕрлĕ хăйăва касма уявăн пĕчĕк хăнисемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхне шаннă.  Михаил Игнатьев çуртра ачасене апатлантармалли, вылямалли, кĕвĕ, бассейн тата ытти уйрăмсене пăхса çаврăннă. 240 ача çӳретмелли хулари  7№-лĕ ача сачĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать. Сусăрланнă çынсене валли те çурта кĕме тимлĕх уйăрнă, видеосăнав та вырнаçтарнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитĕнекен ăру патне яланах пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. «Чăваш Ен тĕрлĕ проектсенче хутшăнать, ахальтен мар спорт туризмне аталантарас енĕпе пирĕн ентешсем Раççейре пĕрремĕш вырăн  çĕнсе илнĕ. Патшалăх чăннипех те ачасене воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кӳрет. Çамрăксене эпир чăннипех те шанатпăр!», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



06 декабря 2013
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter