Вăрмар районĕ: çул-йĕр ĕçченĕсем хĕле хатĕр

Çулсене тивĕçлĕ шайра тытса тăни çынсен пурнăçне сыхлассипе таччăн çыхăннă. Уйрăмах хĕллехи вăхăтра çакă палăрать - юр, пăр...

Автомобиль çулĕсем çак вăхăтра (ытти вăхăтра та паллах) нормативсем ыйтнă шайра пулччăр тесе çул-йĕр службин ĕçченĕсем хăйсен умне лартнă ĕçсене пурнăçласах пыраççĕ: çулсем çине хăйăрпа тăвар хутăшне сапаççĕ (вĕсене планпа палăртнă тăрăх 4400 тонна хатĕрленĕ, унсăр пуçне 4000 тонна хăйăр, 400 тонна реагент).

Çак япаласемпе чи малтан çул çинчи хăрушă лаптăксене сапаççĕ. Ытти çулсемпе тротуарсем те, паллах, айккинче юлмаççĕ. Ку тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама 33 техника пур. Эппин, район территорийĕнче çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси пĕрре те иккĕленÿ кăларса тăратмасть.



09 декабря 2013
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter