Хĕрлĕ Чутай районĕ: ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен ĕçне хакланă

Кĕçнерни кун Шупашкарти агрегат завочĕн Культура керменĕнче "Чăваш Республикин 2013 çулхи ĕç сыхлавĕн лайăх специалисчĕ" професси ăстисен республикăри конкурсĕн финалĕ пулнă.

Савăнăçлă мероприятие Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, организацисен ертÿçисем, ĕç хутшăнăвĕсен тата ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем хутшăннă.

Конкурсăн иккĕмĕш турĕ уйрăм хÿтĕленмелли хатĕрсен куравĕпе уçăлнă, çавăн пекех ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем пултарулăх номерĕсемпе паллаштарнă, викторинăна хутшăннă. Пухăннисем валли шоу-программа та пулнă.

Палăртма кăмăллă, конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Ĕç сыхлавĕ тата ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе малта пыракан ĕç службисен паха опытне çутатасси" номинацире районта тухса тăракан "Пирĕн пурнăç" хаçатăн пай редакторĕ Алина Карпова иккĕмĕш тухнă.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче тăрăшакан Вероника Архипова вара пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вĕсем Диплома тата хаклă парнене тивĕçнĕ.



09 декабря 2013
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter