Асра тытмалла
Хĕл сивĕпе килет, анчах пĕрремĕш пăр ултавлă - ун тăрăх çул кĕскетес текенсем, пулла çÿрекенсем хăйсен пурнăçне хăрушлăха кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та Вăрмар поселокĕнчи тата ытти ял тăрăхĕсенчи шыв объекчĕсем умĕнче «Асăрханăр, çÿхе пăр», - тесе çырнă палăртусем вырнаçтарнă. Çакна пурин те шута илмелле.