Тăвай районĕ: Тенеяль хĕрачи-конкурс лауреачĕ

Чÿк уйăхĕнче «Вырăс халăх юмахĕсем» ятпа ÿкерчĕксемпе хайлавсен пĕтĕм тĕнчери конкурсĕ иртрĕ. Тенеяль хĕрачи – Виктория Егорова унта хутшăнса лауреат пулса тăнă. Виктория Тенеялĕнчен Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача садне çÿрет. Хĕрпĕрчи юмахсем итлеме, унти сăнарсене ÿкерме юратать. Чылайăшне пăхмасăр та пĕлет. Ытларах асламăшĕ вуласа панă юмахсене итлеме кăмăллать. Мăнукĕ кĕнекесемпе туслă пулнинче асламăшĕн тÿпи те пысăк. Викториян асламăшĕ-Юлия Николаевна Егорова ялти вулавăшра чылай çул тăрăшать, кĕнекесене юратма вĕрентет.



09 декабря 2013
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter