Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлăвăн членĕсем Шупашкарти «Аэропорт» Чăваш Республикинчи предприятийĕн 2013 çулти  ĕçĕ-хĕлĕсене пăхса тухнă. Асăннă предприятийĕн ертӳçи Александр Жирнов кăçалхи çул предприяти 2601 хут рейса тухса 36 пине яхăн çынна турттарнине палăртнă, Шупашкарти аэропортран Мускава эрнере 6 хутчен вĕçнĕ. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа Уфана, Сургута, Сочине, Анталийе Санкт-Петербурга хулисене вунă кунра пĕрре яланах рейса тухнă. Ертӳçĕ пĕлтернĕ тăрăх, авиарейса улăштарнисем пулнă паллах, анчах та предприятийĕн сăлтавĕпе мар, -  тесе каласа хăварнă Александр Жирнов. Иккĕмĕш вĕçекен транспорт хутшăннине кура, вĕçев билечĕсен хакĕ 25 процента çити чакнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ паянхи куна ытларах самолетсемпе вĕçнĕ чух, çынсене тивĕçтермелли хатĕрсем кирлĕ пек пулмаллине палăртса хăварнă, приоритетсенчен пĕри шутланмаллине каланă.  Предприятире ăнсăртран пулса иртекен ĕçсем, вĕçев линийĕсемпе çыхăннă ыйтусем çинчен пассажирсене вăхăтĕнчех пĕлтерме тăрăшмалла.  «Рейса улăштарсан, вăхăтĕнче çынсене пĕлтерни вырăнлă, вĕсем палăртса хунă çĕре çитме, ытти транспортсем тупма пултарччĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Раççей Федерацийĕн Конституцине 20 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисем çинчен Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева тĕплĕн паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе республикăри шкулсемпе культура çурчĕсенче анлăн мероприятисем ирттернине палăртнă. Çĕнĕ вĕренӳ çул пуçламăшĕнче кашни шкулта «Конституци урокĕ» уçă уроксем, куравсем, викторинăсем, калаçусем йĕркелесе ирттернĕ пулнă. Асăннă пулăма хатĕрленнĕ çĕрте массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пысăк витĕм кӳнине каланă. Республикăра Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине халалласа мероприятие, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 2013 çулта раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.



09 декабря 2013
15:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter