Кадетсен Георгиевский балĕ регионсем хушшинчи VII-мĕш уçă конкурсĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Çар мухтавĕн кунне халалласа Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче бал ташшисен регионсен хушшинчи «Кадетсен Георгий балĕ» 7-мĕш уçă конкурсне хутшăннă.  Асăннă уяв мероприяти Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртнĕ. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кадет класĕсенче вĕренекенсем ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă. Ачасем Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса çитĕннине асăннă. «Кадетсен çирĕп дисциплина. Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлаççĕ. Пуласлăхра вĕсем экономикăра е тата ытти тытăмра та хисеплĕ çынсем пуласса шаннине палăртнă пухăннă сумлă хăнасем.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасене пысăк çитĕнӳсем туса пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Кадетсем вĕренӳре те хăйсен пĕлĕвне çӳллĕ шайра тытса пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи хастаррисене алла çыхмалли республика символикĕллĕ сехетсене парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем: Ирина Токарева тата  Мария Федорова Канашри шкултан, Надежда Патшина Çĕрпӳ  тăрăхĕнчен, Сергей Коричев Муркаш районĕнчен, Андрей Турханов Тăвай районĕнчен тата  Никита Пайгильдин Çĕнĕ Шупашкартан. Бала  Чăваш Республикинчен 20 шкултан 310 кадет килсе çитнĕ, унсăр пуçне ытти республикăсенчен те хăнасем пулнă. Хăнасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев стена çине çакмалли сехет парса чысланă. Паянхи куна республикăри 13 районпа хулара 52 кадет класĕ, вĕсенче 2300 ача çӳрет. Асăннă мероприятие кашни çулах республикăра, паттăр Геройсене халалласа йĕркелеççĕ.

Тĕплĕнрех



09 декабря 2013
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter