Елчĕк районĕ: вулавăшра – ача садне çÿрекенсем

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Çăлкуç» ача садне çÿрекен ачасем Альвина Петровна Марковапа шкулти вулавăшра хăнара пулчĕç. Т. З. Смирнова библиотекарь вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вулавăшран кĕнеке илмелли йĕркепе паллаштарчĕ, кашни кĕнекен хăйĕн номерĕ пуррине асăрхаттарчĕ.  Шăпăрлансене пĕчĕк ачасем валли çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ, вĕсене яланах тирпейлĕ тытмаллине пĕлтерчĕ. Ачасем халлĕхе вулама пĕлмеççĕ пулин те куçа илĕртекен ÿкерчĕксемпе хаваспах паллашрĕç, хăйсем юратакан сăнарсене курсан чунтанах савăнчĕç. Çитес вĕренÿ çулĕнче пуçласа шкула каякансене халалланă сăвва вуласа пачĕ, маттур вĕренекен пулас тесессĕн халех пикенсе хатĕрленмелли çинчен асăнса хăварчĕ. Валентина Ивановнăпа Альвина Петровна ачасен тавра курăмне ÿстерес тесе тăтăшах вулавăшран кĕнекесем илсе вĕсене вуласа параççĕ. Шăпăрлансем мĕнле ас туса юлнине тĕрĕслеме Татьяна Зиноновна тĕрлĕрен ыйтусем пачĕ, ачасем пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех тĕрĕс хуравсемсемпе савăнтарчĕç, ушкăнпа вулама тата кĕнекесем суйласа илчĕç.  Ачасем вулавăшра хăйсене питĕ килĕшнине пĕлтерчĕç, малашне татах килсе курма кăмăл пуррине каларĕç.    



01 февраля 2013
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter