Элĕк районĕ: вĕренекенĕн хавхалану пысăк

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисенчен пĕри вăл – Крымсарайка ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн членĕ Кристина Юрьевна Ефремова. Хĕр хальхи вăхăтра Шупашкар хулинчи иккĕмĕш номерлĕ лицейра вуннăмĕш класра вĕренет. Кристина нумай ачаллă тата ĕçчен çемьере ÿснĕ. Питĕшкассинчи шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тĕп хулари Г. Лебедев ячĕллĕ интернет-лицея вĕренме кайнă. К.Ефремова вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, лицейри наукăпа практика конференцийĕсене ативлă хутшăнать. 2010 çултанпа Крымсарайка ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн членĕ. Хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçлать, тус-юлташсен канăвне йĕркелеме пĕлет, кĕнеке те вулама юратать.

Çамрăка стипенди пулăшу кÿрĕ, лайăх вĕренме хавхалантарĕ.



01 февраля 2013
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter