Элĕк районĕ: вулакан пурнăç илемне туйтăр

Çак кунсенче районта тĕп библиотекăра наци кĕнекин «Вула, Элĕк ен!» фестивалĕ уçăлчĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Наци библиотекин ял хуçалăхĕпе экологи литературин сектор заведующийĕ П.Логинова, «Хыпар» хаçатăн тĕп редактор çумĕ, паллă çыравçă Г.Максимов хутшăнчĕç. Районти тĕп библиотека директорĕ Р.Гордеева  фестиваль виçĕ уйăх пынине, çав вăхăтра вулакансем хăйсен юратнă авторĕсен çĕнĕ хайлавĕсемпе паллашма пултарнине палăртрĕ. Геннадий Максимов çыравçă хăйĕн çĕнĕ «Танец в ночи» кĕнеки пирки каласа пама кăмăл турĕ. Ăна вырăсла пичетлесе кăларнă. Кĕнекене икĕ повеçпе пилĕк калав кĕнĕ. Автор палăртнă тăрăх, хайлавсенче хулапа ял пурнăçне, çамрăксен юратăвне, çут çанталăк илемне уçса панă. Библиотекăра Г.Максимов пултарулăхĕпе пурнăçĕ пирки калакан материалсем  те вырăн тупнă. Вăл Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1979 çултанпа республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлет. Унăн кĕнекисем – «Сталин грамоти», «Çĕрĕллĕ хура кушак» ырă ята тивĕçнĕ. Презентаци вăхăтĕнче автор мероприятие хутшăнакансен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ. «Манăн тĕп тĕллев – вулакана пурнăç илемне туйма пулăшасси», - терĕ Геннадий Аркадьевич. Тĕп библиотекăна хăйĕн  «Танец в ночи» кĕнекине парнелерĕ.



01 февраля 2013
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter