Чăваш Енри мĕн пур хулапа районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013" ăмăртусем иртнĕ

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енре «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртрĕ. Кăçалхи чупу çын уйрăмах йышлă хутшăннипе палăрчĕ: республикăри мĕн пур район-хулара йĕркеленĕ спорт уявне пурĕ 48 пине яхăн çын тухнă. Тĕп ăмăрту Шупашкарти культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Паянхи ăмăрту - пин-пин çынна пĕрлештерекен спорт уявĕ. Пирĕн республикăра йĕлтĕрпе ярăнасси яланах спортăн хĕллехи тĕп тĕсĕ шутланнă. Вăл çултан-çул вăй илсе пырать. РФ Спорт министерстви палăртнă тăрăх - Чăваш Енре спортпа кăсăкланакансен йышĕ 30 процентран иртнĕ. Спорт кăмăл-туйăма çирĕплетет», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Ăмăртăвăн тĕп судйи, Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионки Елена Иванова пурне те ăнăçу сунчĕ. Тĕп ăмăртăва 500 метрлă дистанцие чи пĕчĕккисем - ача садне çÿрекенсем - парăнтарчĕç. Вĕсем хыççăн VIP-чупу иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприяти-организаци ертÿçисем, паллă спортсменсем хутшăнчĕç. 18 çула çитмен хĕрсемпе каччăсем 3 километр чупрĕç. «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята виçĕ çулти Василиса Васильевăпа Роман Еремеев тивĕçрĕç. Чи аслисем - Миранда Кольцовăпа Леонид Никифоров. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăмăртăва кашни çул хутшăнакан 80 çулти Вера Орловăна сехет парнелерĕ. Спорт уявĕ пурне те савăк кăмăл парнеленĕ. Тĕплĕнрех



11 февраля 2013
13:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter