Вулавăшра пир тĕртме те вĕрентеççĕ

Элĕк районĕнчи Ураскилтри вулавăшра тĕлĕнмелле музей ĕçлет. Вăл чаплă музейринчен пĕртте кая мар. Кунта авалхи чăвашсен кулленхи пурнăçĕнче усă курнă хатĕр чылай. Тĕп вырăнта, манăн шухăшăмпа, - пир тĕртмелли авалхи станок. Палăртма кăмăллăS Альбина Козлова библиотекарь вулавăша çÿрекенсене пир тĕртме те вĕрентет.

Ураскилт библиотеки ку тăрăхра пурăнакансемшĕн - аваллăхăн чăн-чăн управçи. Вăл тăван халăхăмăрăн çепĕç чĕлхине, йăли-йĕркине халăхра саракан тата чăвашлăх туйăмне кашнин чĕринче вăратакан центр пулса тăни иккĕлентермест. Альбина Павловна вулакан шучĕ 730 çын пулнине палăртрĕ. Кунта чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» тата «Сывлăх», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем те пур. Ял çыннисем вĕсене тулли кăмăлпа вулаççĕ. Вулавăшра ял шăпипе, çамрăксемпе тата хĕрарăм кун-çулĕпе çыхăннă статьясене ушкăнпа вуласа сÿтсе явасси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ кĕнекесем килсе тăраççĕ пулин те, чăвашла çырнисем - сахалрах. Кĕçĕн çулхи ачасем валли килекен чăвашла кĕнекесем çав тери илĕртÿллĕ те хитре пулни шăпарлансене кăна мар, аслисене те савăнтарнине палăртрĕ А.Козлова. Аслăрах çулхисем тĕрлĕ энциклопедипе справочникран вăл е ку предметпа кирлĕ информаци илеççĕ. Вулавăшра компьютер хатĕрĕсем Интернетпа çыхăннин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Апла пулин те ял çыннишĕн кĕнеке уйрăмах хаклă.

1996 çулта пушара пула 12 пин ытла кĕнеке çунса кайнă. Кĕнеке фондне çĕнĕрен пухнă. Хăтлă та ăшă вулавăша халăх йышлă çÿрет. Чи кирли - кунта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен кăмăлне тивĕçтерни. Вулакансен конференцийĕсем, вăл е ку ыйтупа тавлашу сехечĕ е кану каçĕ иртеççĕ. Кашниех харпăр хăй шухăшне уççăн калама пултарать. Ялти ăстасем хăйсен вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ, вăл е ку ĕçе хăнăхтараççĕ.

Альбина Павловна хăйĕн ĕçне аван пĕлет. Пĕчĕк пÿлĕмре хăйне евĕр музей ĕçлет. Унта - ку тăрăхри аваллăх тĕнчи. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă библиотекарь экспонатсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Халĕ вулавăшра çамрăксене пир тĕртме те вĕрентеççĕ.

Вулавăш çумĕнче 6 çул каялла йĕркеленĕ «Çăл куç» фольклор ушкăнĕ те курăмлă ĕçлет. Репертуарта ытларах Ураскилт тăрăхĕнчи юрă-кĕвĕ.

Юлия Мареева



12 февраля 2013
07:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter