Тăвай районĕ: нумай ачаллă çемьесене – çĕр участокĕсем

Районта виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси малалла пырать.
2013 çулхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕнче çĕр участокĕ илме нумай ачаллă 42 çемьене учета тăратнă, ытларахăшĕ – Тăвай (15 çемье), Енĕш Нăрваш (10), тата Йăнтăрчă (4) ял тăрăхĕсенчен.
Паянхи куна район администрацийĕ нумай ачаллă çемьесене валли 47 çĕр участокĕ йĕркеленĕ.
31 çемьене çĕр участокĕ тÿлевсĕр илме ирĕк паракан сертификатсемпе тивĕçтернĕ, çав шутра 4 çемьене – çурт-йĕр çавăрма, 27 çемьене – харпăр хăй хушма хуçалăхĕ йĕркелеме. Тивĕçтернĕ çĕр участокĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 7,18 гектарпа танлашать.


12 февраля 2013
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter