Çитĕнÿпе саламланă

Тюмень хулинче пауэрлифтинг енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта 167 хулари 400-е яхăн спортсмен хутшăннă. Чемпионатра Элĕк хĕрĕ Людмила Шорникова та тупăшнă. Вăл 18 çул тултарман хĕрсем хушшинче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Анчахрах район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов «кĕмĕл» хуçипе Людмилăпа тата унăн тренерĕпе Петр Шорниковпа тĕл пулнă. Александр Николаевич маттур спортсменкăна чемпионатри çитĕнÿпе саламланă, пауэрлифтингра ÿлĕмрен те малти вырăнсене çĕнсе илме ăнăçусем суннă.

Тĕлпулура Людмила хăйĕн малашнехи ĕмĕт-тĕллевĕсем çинчен каласа панă. (Элĕк районĕ)

 



12 февраля 2013
07:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter