Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Нарăсăн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн Председателĕ Вениамин Петров нарăсăн 10-мĕшĕнче Муркаш районĕнче Атăл юхан шывра çыран хĕрринчен 60 м «УАЗ» машина пăр айне анса кайнă инкек çинчен пĕлтернĕ. Автомашинăра 6 çын пулнă, вĕсенчен иккĕшĕ вилнĕ.  Михаил Игнатьев массăлла информаци хатĕрĕсенче тăтăшах ăнлантару ĕçĕсем туса ирттермелли çинчен çирĕппĕн палăртнă. Юр тăрăх çӳркен тĕрлĕ йышши транспортсене пăр çине кĕрессинчен уйрăмах тĕрĕслесе тăмаллине каланă. Бюджет тытăмĕн организацийĕсенчи ĕçченсен ĕç укçине кварталсерен индексацилесси çинчен Чăваш Респбликин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков чарăнса тăнă. Ку тĕлĕшпе Финанс министерстви Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче бюджет тытăмĕн ĕçченĕсене ĕçшĕн тÿлессин шайне тапхăрăн-тапхăрăн ÿстермелли мерăсем çинчен» указ проектне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2013 çулта бюджет тытăмĕнчи ĕçченсен уйрăм категорийĕсен вăтам ĕç укçин шайне тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерме пăхнă. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен индексацилеме планланă. Вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçин шайĕ  Чăваш Республикинче вăтам ĕç укçин шайĕпе танлашасса шантарать. Паллах, уйрăм категорири çынсен ĕç укçи шайĕ хăйне евĕр кирлĕ пек ӳсĕ. Указа пурнăçламашкăн 2013 çулта бюджет шучĕпе 1,9 млрд тенкĕ яма палăртнă. Ĕçченсен хăш-пĕр категорийĕн шалăвне кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен хăпартнă. Малалла республикăра отчетлă тапхăрти вăтам ĕç укçин статистика кăтартăвĕсене шута илсе ÿстерсе пырĕç. Михаил Игнатьев министерствăсемпе муниципалитетсен ертӳçисене шалти тăкаксемпе кирлĕ пек усă курса ĕçлемеллине палăртса хăварнă. Тĕлли-паллисĕр укçана салатма юраманнине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина 2012-мĕш çулта Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципалитетсем çинче шутланакан пурлăхсене приватизацилес ĕçсем епле пурнăçланни çинчен, çавăн пекех 2013-2018 çулсенчи плансемпе тĕллевсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри мĕн пур хулапа районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013" ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсем çинче каласа кăтартнă. Республикăри пур çĕрте шкул çулне çитеймен тата пуçламăш классенче вĕренекенсем старта тухнă.
Сумлă çак ăмăртăва кăçал 48 пине яхăн çын хутшăннă. Тĕп старта тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче 12300 ытла йĕлтĕрçĕ пухăннине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн йышши спорт мероприятийĕсем республикăра пурăнакансене спорта явăçтарма пулăшнине палăртнă. «Енчен те старта мĕн пур Раççейпе Чăваш Ен çыннисем тухрĕç пулсан, ку сывă пурнă йĕркине пăхăнакансен йышĕ курăмлăнах ӳссе пынине çирĕплетет», -  тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.



12 февраля 2013
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter