Элĕк районĕ: вĕçен кайăксене пĕчĕклех пулăшаççĕ

Шкул çулне çитменнисене çут çанталăка упрама хăнăхтарас, пирĕн тăрăхра сахалланса юлнă вĕçен кайăксемпе, чĕрчунсемпе паллаштарас тĕллевпе ача садĕнче те мероприятисем йĕркелетпĕр. «Çăлкуç» ача сачĕн «Лĕпĕшсем» аслă ушкăнĕнчи шăпăрлансемпе пирĕн тăрăха хĕл каçма юлнă кайăксене валли сырăшсем, кормушкăсем тума палăртрăмăр. Паллах, ашшĕ-амăшĕсем пысăк пулăшу кÿчĕç. 20 ачаран вун пĕрĕшĕ хăмаран, пластик кĕленчесенчен, сĕткен курупкисенчен кормушкăсем янтăланă. Вĕсене ача сачĕн территорине тухса çакрăмăр. Кайăксене валли кулленех тĕрлĕ апат хурса паратпăр.

Е.Егорова, «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.



12 февраля 2013
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter