Пин-пин çынна пĕрлештерчĕ спорт уявĕ

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енре «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртрĕ. Кăçалхи чупу çын уйрăмах йышлă хутшăннипе палăрчĕ: республикăри мĕн пур район-хулара йĕркеленĕ спорт уявне пурĕ 48 пине яхăн çын тухнă.

Тĕп ăмăрту Шупашкарти культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Паянхи ăмăрту - пин-пин çынна пĕрлештерекен спорт уявĕ. Пирĕн республикăра йĕлтĕрпе ярăнасси яланах спортăн хĕллехи тĕп тĕсĕ шутланнă. Вăл çултан-çул вăй илсе пырать. РФ Спорт министерстви палăртнă тăрăх - Чăваш Енре спортпа кăсăкланакансен йышĕ 30 процентран иртнĕ. Спорт кăмăл-туйăма çирĕплетет», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Ăмăртăвăн тĕп судйи, Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионки Елена Иванова пурне те ăнăçу сунчĕ.

Кăçалхи тупăшăва йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем кăна мар, чĕр чунсем те хутшăнчĕç. Шупашкарти «Конкорд» спорт клубĕн йĕлтĕрçисем çуна туртакан йытăсемпе старта тухрĕç. Унтан тĕп ăмăрту пуçланчĕ.

500 метрлă дистанцие чи пĕчĕккисем - ача садне çÿрекенсем - парăнтарчĕç. Ку тупăшура малти вырăна Шупашкарти 122-мĕш садике çÿрекен Анжелика Петрова тата хулари пуçламăш шкул-ача садĕнчи Даниил Игнатьев тухрĕç. Вĕсем хыççăн VIP-чупу иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприяти-организаци ертÿçисем, паллă спортсменсем хутшăнчĕç. 18 çула çитмен хĕрсемпе каччăсем 3 километр чупрĕç. Çĕнтерÿçĕ Кубокĕсене Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Кристина Кусковăпа 39-мĕш шкулта ăс пухакан Алексей Николаев тивĕçрĕç. Арçынсен йышĕнче 10 километра чупса Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Павел Охотников çĕнтерчĕ, хĕрарăмсенчен Экономика-технологи колледжĕнче вĕренекен Анастасия Гришинăна çитекенни пулмарĕ.

«Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята виçĕ çулти Василиса Васильевăпа Роман Еремеев тивĕçрĕç. Чи аслисем - Миранда Кольцовăпа Леонид Никифоров. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăмăртăва кашни çул хутшăнакан 80 çулти Вера Орловăна сехет парнелерĕ. Çавăн пекех ятарлă парнепе Васильевсен çемйине те савăнтарчĕ. (Андрей Михайлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 февраля 2013
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter