Каçал Ен районĕ: водительсемпе çуран çÿрекенсен пĕр-пĕрне хисеплемелле

Иртнĕ эрне кун район территорийĕнче ГИБДД ĕçченĕсем «Пешеходный переход» операци ирттерчĕç. Ун вăхăтĕнче сотрудниксем садиксенче, шкулсенче ачасемпе тĕл пулусем, калаçусем тата ытти профилактика мероприятийĕсем йĕркелерĕç. Çавăн пекех çак кун вĕсем организацисемпе предприятисенче те пулчĕç.

Операци вăхăтĕнче çуран çÿрекен 4 çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн РФ Административлă кодексĕн 12.29 статйин 1-мĕш пайĕпе 200-шер тенкĕ штраф парса явап тыттарнă. «Тата икĕ водитель çине те çуран çÿрекене çул паманшăн протоколсем çыртăмăр, йышăну кăларса 800-шер тенкĕ тÿлемелле турăмăр. Водительсемпе çуран çÿрекенсен пĕр-пĕрне хисеплемелле», — терĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн административлă практикăпа ĕçлекен инспекторĕ Николай Тумаланов.

Протокол çырнипе кăна çырлахмаççĕ пакунлисем. Айăплă çынран укçа-тенкине шыраса илсе бюджета хывтарасси те тĕп вырăнта вĕсен. «Кăçал январь уйăхĕнче кăна штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн 6 çынна явап тыттартăмăр. 2012 çулта çак тапхăрта 5-ĕн пулнă. Сăмах май, уншăн административлă майпа 15 талăк таранччен арестлеме пулать», — паллаштарчĕ статистикăпа Николай Геннадьевич.

Çитес кунсенче — февралĕн 14—17-мĕшĕсенче вĕсем «Ÿсĕр водитель» операци йĕркелĕç.



13 февраля 2013
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter