Çурт-йĕр – уйрăм тимлĕхре

Раççей МЧС-ĕн Атăлçи регионаллă центрĕн тата республикăри Тĕп управленийĕн хушăвĕсене пурнăçласа, районта пушарсене тата вĕсенче çынсем вилессине асăрхаттарас тĕллевлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ку ĕçре пушар хуралĕн ĕçченĕсене ирĕклĕ пушар сÿнтерекенсем, волонтерсем, ВДПО тата казаксен пĕрлĕхĕн, социаллă хÿтлĕхпе шалти ĕçсен органĕсен представителĕсем пур енлĕн пулашаççĕ.

Тĕрĕслевçĕсен уйрăм тимлĕхĕнче – электропроводка юсавлăхĕ, электричество тата газ приборĕсемпе, кăмакасемпе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса усă курни. Çавăнпа та ытларах уйрăм çурт-йĕр секторне тимлĕ тĕрĕслеççĕ. Çурт-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн тата асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем районта пурăнакансем хушшинче хальхинче те вĕрентÿллĕ памяткăсем салатаççĕ, çакăнпа пĕрлех пушарсенчен сыхланмалли правилăсене аса илтереççĕ.

Правилăсене уяман граждансене хăрушсăрлăх çинчен «хыттăн» ăнлантармалли тепĕр мел – явап тыттарасси. Акă, теприсем хăть мĕн чухлĕ асăрхаттарсан та хăйсене явапсăр тытма пăрахмаççĕ, кун пеккисене штраф тÿлеттерни кăна «витерме» пултарать. Çавăн пиркиех пушар хуралĕн ĕçченĕсем ĕçкĕпе аташакан, ăнăçсăр çемьесем пурăнакан пÿрт-хваттерсене тĕрĕслеме ятарлă рейдсем ирттерме палăртаççĕ.

Районта пулнă пушарсенче нумайăшĕнче йывăç çуртсем çуннă, чылай тĕслĕхре хуçисем хăйсем чи ансат правилăсене пăхăнман пиркиех шар курнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче вара подъездсенче ăпăр-тапăр купаланни, ещĕксене унта та кунта вырнаçтарни инкек сăлтавĕ пулса тăрать. Пушар хуралĕн сотрудникĕсем тăтăш ирттерекен тĕрĕслевсем çынсен тимлĕхне вăйлатма пулăшасса шанаççĕ. (Вăрнар районĕ)



13 февраля 2013
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter