Каçал Ен районĕ: унăн ячĕ халăх асĕнче упранать

Красный Октябрь» колхоза чылай çул ертсе пынă Василий Арсентьева районта халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ. Пурте унăн тÿрĕ кăмăлне, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарнине, ĕçе йĕркелеме, çынсене хăй хыççăн ертсе пыма унра Турă панă талант пулнине палăртаççĕ. Пурăннă пулсан çак кунсенче вăл 75 çул тултарнă пулĕччĕ.

Василин ачалăхне ашшĕпе амăшĕн хÿттинче ирттерме тÿр килмен. Вĕсем çамрăклах çĕре кĕнĕ, виçĕ пĕр тăвана вара аслашшĕ пăхса ÿстернĕ. Шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Ваççа Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. 1961 çулта ученăй-агроном дипломне алла илсе тăван района таврăннă, «Дружба» колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Нумай та вăхăт иртмен, тăрăшуллă каччăна тăван ялĕнче ĕç сĕннĕ. Вăл «Красный Октябрь» колхозра тĕп агроном тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Кăштахран Василий Афанасьевича хуçалăх тилхепине шанса панă. 24-ри каччă районти чи çамрăк председатель пулса тăнă.

Тăрăшни сая кайман. Председатель ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен, дисциплинăна çÿллĕ шайра тытнăран колхоз ĕçченĕсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче те, ÿсен-тăран отраслĕнче те колхоз районта малтисен ретĕнче пулнă. 1968, 1970, 1973, 1976 çулсенче «Красный Октябрь» колхоз РСФСР Министрсен Совечĕпе ВЦСПСăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тивĕçнĕ. 1976 çулта аталану планĕсене ирттерсе пурнăçланăшăн колхоза «IX пилĕкçуллăхри ĕçри хастарлăхшăн» паллăпа наградăланă, ятне ВДНХри Пĕтĕм Союзри Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Хуçалăхăн производствăри пысăк кăтартусемшĕн панă наградисене веçех асăнса пĕтереймĕн. Çакна палăртмалла: Василий Арсентьев ертсе пынă тапхăрта (1962—1992 ç.ç.) колхозра чылай ырă улшăну пулнă.

Тăрăшуллă председателĕн ĕçне те партипе правительство хакламасăр хăварман. Виçĕ хутчен ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине панă, «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин орденĕсемпе наградăланă. Çавăн пекех Василий Афанасьевич «ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» тата «Çутĕç ĕçĕн отличникĕ» хисеплĕ ятсене те тивĕçнĕ.

Ял çыннисем председателе питĕ хисепленĕ, унпа тăтăшах канашланă, пулăшу ыйтнă. Çĕнĕ пÿрт хăпартмалла-и, сарай-хуралтă тумалла-и — Василий Афанасьевич сăмахсăрах стройматериал турттарма транспорт уйăрнă, укçа-тенкĕ панă, ытти ĕçре те çынсене ăнланма, пулăшу пама тăрăшнă. Ыр çын вилет — ят юлать, теççĕ халăхра. Василий Арсентьевăн ячĕ те халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранасси иккĕленÿ çуратмасть.



13 февраля 2013
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter