Вăрнар районĕ: сывă пулма тăрăшни – модăран юлманнипе танах

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» кăçалхи районти стартне пĕлтĕрхинчен те ытларах çын тухрĕ – 900 ытла. Нумайăшĕ массăллă ăмăртăва сывлăхшăн, ÿт-пÿ çирĕплĕхĕшĕн хутшăнчĕ, теприсем вара майпа усă курса хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Туçи Çармăсри шкул командинчи вун тăватă ачаран акă тăххăрĕшĕ призлă вырăнсене лекрĕç, ыттисем – чи вăйлă вунă йĕлтĕрçĕ йышне. Яланхиллех пĕр тăван Зайцевасем лайăх результат кăтартрĕç. Ларисăшăн (15–16 çулсенчи хĕрсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ) ку чупу хăйне евĕрлĕ тренировка вырăнне пулчĕ, çак кунсенче вăл тăван республика чысне Сыктывкар хулинче иртекен Раççей чемпионатĕнче хÿтĕлĕ. Лариса йăмăкĕсем – йĕкĕрешсем Еленăпа Зоя – дистанцие икĕ çеккунт уйрăмлăхпа вĕçлерĕç, ылтăн медале Лена тивĕçрĕ.

Шкулсенче йĕлтĕр спортне ытларах тимлĕх уйăрма тытăннине çакнашкал массăллă чупусене çулсерен ытларах та ытларах ача хутшăннипе те çирĕплетме пулать. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» юлашки çулсенче пĕр шкул юлми тухаççĕ. Çакă вĕренÿ учрежденийĕсене спорт инвентарĕпе тÿлевсĕр тивĕçтернипе те çыхăннă пулĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хăйĕн салам сăмахĕнче шкулсене 314 мăшăр йĕлтĕр парнеленине пĕлтерчĕ, çакă ачасен тата ытларах йышне спортпа туслашма майсем туса панине каларĕ.

Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, спорт аталанăвĕ çÿллĕ шайра пулнине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та палăртрĕ. «Сывă пулма тăрăшни – модăран юлманнипе танах», – терĕ вăл, пурне те спорт стилĕпе пурăнма йыхравласа.

Официаллă самант вĕçленнĕ хыççăн пуçлăхсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе пухăннисене старта тухма чĕнчĕç – Сергей Владимирович та, Леонид Григорьевич та йĕлтĕр йĕрĕпе çăмăллăн илентерчĕç.

Ытти çулсенчипе танлаштарсан, кăçал аслăрах çулсенчи çынсем те стартра ытларах пулчĕç. Спорт ветеранĕсем яланхиллех «стройра» çирĕп пулнипе савăнтарчĕç. 70 çултан аслăраххисем хушшинче çĕнтерÿ Вăрнарти Георгий Никишов аллинчех юлчĕ. Хĕрарăмсенчен Галина Степанова маттур пулчĕ.

Ытти забегсене илес пулсан, VIP-ра «Звездопад» тулли мар яваплă общество ертÿçи Владимир Яковлев, Хирпуçĕнчи культурăпа библиотека тивĕçтерĕвĕн аталанăвĕн центрĕн директорĕ Светлана Мальцева мала тухрĕç, 60 çултан аслăраххисем хушшинче Упнер ял поселенийĕнчи Михаил Павлов, Шĕнер Ишек ял поселенийĕнчи Любовь Убакова, 50–59 çултисен ушкăнĕнче Вăрманкасри Владимир Ефимов тата Вăрнарти Елена Анисимова, 40–49 çултисем хушшинче Шупашкарти Александр Кочкин тата Чăрăшкас Хирлеп шкул учителĕ Ирина Петрова, 30–39 çултисем хушшинче Вăрнарти Владимир Ефимов тата Вăрманкасри Эльвира Чугунова, 19–30 çултисен ушкăнĕнче Ярмушкари Василий Иванов тата ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Екатерина Герасимова çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Шкул ачисем хушшинче харпăр хăй ÿсĕмĕнче çĕнтерÿ Кубокне çак вĕренекенсем тивĕçрĕç: Александр Романов (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Анастасия Петрова (Калинино), Валентин Иванов, Кристина Михайлова (Ярмушка), Павел Волков (Туçи Çармăс), Владимир Скворцов, Валентина Тикинева (Хапăс), Юрий Петров (Чăрăшкас Хирлеп).

Республикипе çак кун старта пĕтĕмпе 48 пин çын тухнă. Чи нумаййи – Шупашкарта. Регистарциленнисен шучĕ кăна 12 пин те 300 çын. Йĕлтĕр тусĕсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Лондонри çуллахи Паралимп вăййисен виçĕ хутчен çĕнтерÿçи Елена Иванова саламланă.

Районсене илес пулсан, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» Канаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче уйрăмах массăллă иртнĕ – 3000-шер çын старта тухнă.

Вăрнарсен те тепĕр çул çак районсене «хăваласчĕ» – ытларах çын йĕлтĕрпе туслаштăрччĕ.



13 февраля 2013
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter