Сайра тĕл пулакан ятсем параççĕ

Элĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче январь уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Гражданла лару-тăрăвăн 58 актне регистрациленĕ. Пĕтĕмпе 16 ача (2012 çулта - 29) çурални паллă. Ачасене сайра тĕл пулакан ятсем – Фирдавс тата Дамир ят панă. Иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасен шучĕ ÿснине палăртма кăмăллă. Вĕсем пурĕ 14. Чи çамрăк амăшĕ 1993 çулта çуралнă пулсан, аслăраххи – 1973 çулхи.

Çынсем нумайрах вилни – япăх пултăм. Иртнĕ уйăхра 33-ĕн (пĕлтĕр - 26) пурнăçран уйрăлчĕç. 18 арçынпа 15 хĕрарăм тĕрлĕ сăлтавсене пула куçĕсене яланлăхах хупрĕç, вĕсен вăтам пурăнаслăхĕ 61 тата 76 çулсемпе танлашрĕ.

Икĕ мăшăра нумай çул килĕштерсе те юратса пурăнма ырă сунтăмăр. Çав вăхăтрах тăватă çемье арканчĕ.



14 февраля 2013
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter