Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва тӳрĕ эфирта Интернетра, Чăваш Наци радио хумĕсем çинче итлеме, телекуравпа та пăхма пулать

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче 10 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ тата халăх патне çулсеренех яракан Çырăвĕпе тухрĕ.
Тÿрĕ трансляци Интернет сетĕнче www.cap.ru. сайтра, “Раççей–24” информаци каналĕпе, Чăваш наци телекуравĕпе тата наци радиовĕпе пычĕ.
Чăваш Ен парламентарийĕсен, экспертсен тата халăх комментарийĕсемпе хатĕрленĕ ятарлă репортажа “Раççей–1” телеканалĕн эфирне нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра тухакан “Эрне пулăмĕсем” программăра пăхма пулать.
Çыру трансляцине Наци телекуравĕн эфирĕнче нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче 15 сехетре тепĕр хут пăхма, Наци радиовĕпе нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче 19 сехет те 10 минутра черетлĕ хут итлеме пулать. Тĕплĕнрех çак ссылкăпа итлеме пулать: mms://media.cap.ru/ntrk21 тата mms://media.cap.ru/Gossovet


14 февраля 2013
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter