Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Мнистрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Мнистрсен Кабинечĕн членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явиччен чи малтан Чăваш Ресубликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй институтне туса хурасси çинчен калакан указа алă пусни пирки пĕлтернинчен пуçланă. «Предпринимательсемпе тĕл пулатăп та - вĕсем общество хăйсене спекулянтсем вырăнне хунăшăн кăмăлсăрланаççĕ. Çак лару-тăрăва улăштармалла - обществăра предприниматель пуласси модăна кĕтĕр», - тенĕ Михаил Васильевич. Указ ку енĕпе те пулăшма тивĕç. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту - ЧР Конституцине улшăнусем кĕртесси. Çĕнĕлĕхсем саккун кăларакан влаç органĕсен йĕркеленĕвне, вĕрентĕве, миравай судьясене пырса тивеççĕ - вĕсене ырланă. Чăваш Енĕн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртмелли саккун проекчĕ тавра тĕплĕ калаçу пулнă. Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - бюджетăн тупăш пайĕ 1,4 млрд тенкĕ пысăкланмалла, ӳсĕм - 3,4%. Тупăшăн пĕтĕм виçи вара 31 млрд тенке яхăн пулĕ. Тăкаксем - 35 млрд тенкĕ ытларах, ку енĕпе ӳсĕм 14% урлах каçĕ. Çавна май бюджет дефицичĕ те малтан пăхнинчен пысăкланать. Чи малтанах бюджет ĕçченĕсен шалăвне ӳстермелли тăкаксем пысăкланĕç. Çавăн пекех çурт-йĕр строительстви, социаллă сфера, вĕрентӳ те хушма укçа илĕç. Финанс министрĕ вĕрентекенсен шалăвне ӳстерме республика курăмлă пулăшу кÿресси пирки аса илтернĕ. Бюджета тӳрлетӳсем кĕртнĕ май Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçал 20 пункт тăвассине шута илнĕ. Сăмаха май «Земство тухтăрĕ» программăпа çыхăннă ыйтăва та çĕкленĕ. Ларура çавăн пекех потребитель карçинкки, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккунсен проекчĕсене ырланă. Тĕллевсĕр усă куракан çĕр лаптăкĕсене хуçисенчен туртса илес енĕпе влаç органĕсем çыхăну тытмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ял хуçалăх тĕллевĕллĕ чылай çĕр лаптăкне ытти тĕллев валли куçарассине ырланă. Республика бюджетĕнчен сывлăш транспорчĕпе пассажирсене илсе çӳреме субсиди памалли правилăсене çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - Атăлçи округĕнче пилот проектне хута яраççĕ, çавна май регионсен хушшинче самолетпа вĕçмелли билет хакĕ 50% йÿнелет - тепĕр çуррине бюджет хăйĕн çине илет. Çăмăллăх ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. Вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов ача усрава илнисене пособи тӳлемелли йĕркепе паллаштарнă - ăна çирĕплетнĕ. Ларура çавăн пекех инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме субсиди уйăрмалли правилăсене, ăшăпа тивĕçтермелли тарифсене йĕркелессине патшалăх енчен тĕрĕслесе тăмалли йĕркене çирĕплетнĕ. «ЧР Наци библиотеки» бюджет учрежденине çĕнĕлле йĕркелес ыйтăва татса панă. Кĕнеке палатине унăн тытăмне кĕртме палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



14 февраля 2013
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter