Элĕк районĕ: аталану çулĕ çине тăтăмăр

Малтанхи вăхăтра Чулкаçри сĕт-çу ферми «Звезда» хуçалăха кĕнĕ. Кунти йыш ÿсĕмне те тунă. Темиçе çул та хуçалăхра кăна мар, районта та малта пынă дояркăсем.

Анчах та кунсем, çулсем иртсе пынă май, ял хуçалăхĕнчи сулăнчăк авăрĕнчен те хăтăлаймарĕ пирĕн хуçалăх, паллах, ферма та. Кунти ĕç-хĕл япăхлансан та выльăх пăхакансем хăйсен вырăнĕнчех юлчĕç, фермăна пăрахса каймарĕç. Халĕ, акă, çĕнĕрен чĕрĕлнĕ «Рабия» Агрофирма» обществăра вăй хуратпăр. Александр Дельман ертÿçĕ тăрăшнипе фермăри ĕç условийĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Хĕле тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр. Витесене ăшă тытмалла тунă. Урай хăмисене, алăксене çĕнетнĕ. Сĕт пăрăхĕсене вырнаçтарнăранпа вăтăр çул та çитнĕ. Çавна май вĕсене çĕннипе улăштарма палăртрăмăр. Ку ĕçе уйрăм специалистсем пурнăçлĕç.

Юсаса çĕнетнĕ витере выльăхсен йышне чылай ÿстерме шутлатпăр. Ĕнесен ăратне лайăхлатма та палăртнă. Выльăх-чĕрлĕхе ăшă витесенче тутă хĕл каçаратпăр. Утă-улăм çителĕклĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне 34 центнер апат единици тивет. Ĕнесене концентрат куллен 4-шар килограмм паратпăр. Рационта ытти витаминлă, минераллă хутăшсем те пур. Пăрусене валли типĕтнĕ сĕт, биовит уйăрнă.

Кашни ĕне куллен 10-11 килограмм сĕт антарать. Продукцие Муркашри çу заводне леçетпĕр. Сĕт ытларах пĕрремĕш сортпа каять.

Фермăра тăрăшуллă, ĕçчен çынсем вăй хураççĕ. Роза Степанова, Любовь Гаврилова, Алина Галкина дояркăсем хăйсен ĕçĕнче чăн ăста. Любовь Владимировна, сăмахран, 1973 çултанпа пĕр улшăнмасăр ĕнесем сăвать. Унăн мăшăрĕ Вениамин Иванович та фермăра нумай тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Оператор, хуралçă, мелник та арçын. Роза Степанова та хăйĕн ĕçĕнче ларма-тăма пĕлмест. Вăтăр çула яхăн выльăх-чĕрлĕх пăхать. Алиса Галкина тата вĕсенчен епле юлтăр-ха; Виççĕшĕ пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, ăмăртаççĕ. Ĕçченсем тем хушăрах пĕтĕм ĕçе ĕлкĕреççĕ. Ушкăнри ĕнесене суса пĕтереççĕ кăна, вĕсене уçăлтарма кăлараççĕ, паллах, ăшăрах çанталăк чухне çеç. Кăнтăрлахи апат янтăлаççĕ, каçхи сăвăма хатĕрленеççĕ. Дояркăсене ку ĕçсенче скотниксем пулăшаççĕ. Ĕне сăвакансем канмалли кунсемпе усă кураççĕ. Вĕсене Светлана Павлова улăштарать. Сăвăма ÿстерсе пынипе пĕрлех пăру та ытларах илме пуçларăмăр. Кунта Альбина Кудрявцева техник-осеменаторăн тÿпи пысăк.

Çĕнелнĕ хуçалăхра аталану çулĕ çине тăтăмăр. Ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерни те кăмăла çĕклет.



14 февраля 2013
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter