Элĕк районĕ: вĕренÿри ăнтăлушăн – стипенди

Мăн Вылăри вăтам шкулта тулли кăмăлпа, тăрăшса вĕренекенсем сахал мар. Тăххăрмĕш класра пĕлÿ илекен Инесса Шашкинана та вĕсен йышне кĕртмелле. 15-ри хĕрача вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрет. Çавăн пекех çулсеренех хăйĕн ăс-хакăлне тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурсене хутшăнса тĕрĕслет. Акă 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче Инесса районти тăватă олимпиадăра çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне лекнĕ. Кăçал та ултă олимпиадăра палăрнă. Литература енĕпе ăсталăхĕпе пултарулăхĕ уйрăмах пысăк. Тăххăрмĕш класра пĕлÿ илекенскерĕн портфолиовĕнче республикăри, Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурссенче çĕнтернине çирĕплетекен дипломсем нумай. Çавăн пекех Инесса Шашкина ташă-юрă мероприятийĕсенче те палăрать. Çакăншăн пултаруллă вĕренекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.



14 февраля 2013
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter