Алексей Леонтьев: "Пĕтĕмĕшле - республикăмăр йĕркеллĕ аталанать"

 

Республика Пуçлăхĕн çырăвĕнче эпир пурте пĕрле - хирте, заводра, аслă шкулта, ялти шкулта, фермăра, влаç тытăмĕсенче, финанс сферинче, массăллă информаци хатĕрĕсенче т. ыт. те  - çулталăк тăршшĕнче ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ.

Михаил Васильевич илсе кăтартнă цифрăсем хыçĕнче - халăхăмăр пурнăçĕ, унăн ырлăхĕшĕн татса  памалли ыйтусем. Пĕтĕмĕшле - республикăмăр йĕркеллĕ аталанать. Оппозицири депутатсем Республика Пуçлăхне панă ыйтусенчен те курăнчĕ çакă. Чĕрре кĕрсе хирĕçлемелли чăнах та  çукпа пĕрех.

Мĕн вăл  - йĕркеллĕ аталану? Чăваш ялĕнче çуртсен мăрйисем йĕсĕрланни (эппин, ял пĕтмест),  хирте  çум курас вырăнне калча ешĕлленни (эппин, çĕр ĕçлет), ирхине автобус-троллейбус тăп-тулли (эппин, хула экономики чарăнса ларман), стройкăсенче (калăпăр,  «Çĕнĕ хулара») крансем ĕçлеççĕ эппин, хваттер черечĕ чакать…

Ÿлĕм те çапла пултăрччĕ.

 



15 февраля 2013
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter