Элĕк районĕ: пĕрле пухăнса тĕрĕ тĕрлеççĕ

Вырăс Сурăмĕнче культура çурчĕ ĕçлемест те пĕтĕм культура пурнăçĕ ялти вулавăша куçнă. Темĕн тĕрлĕ мероприяти те ирттереççĕ кунта. Паллах, пĕтĕм ĕç ăна пурнăçлаканран килет. Ку тĕлĕшрен вырăссурăмсене ăнса пырать темелле. Халĕ тĕслĕхлĕ вулавăш ертÿçинче питех те пултаруллă, пуçаруллă çамрăк специалист – Надежда Волкова ĕçлет. Хăй тавра вăл хастар та маттур çынсене пуçтарнă. Пурте вĕсем ялти культура пурнăçне активлă хутшăнаççĕ. Вулавăшра «Ветеран» клуб ĕçлет. Унта çÿрекенсем час-часах пĕрле пухăнса тĕрĕ тĕрлеççĕ: пĕчĕк кавирсем, бисертан илемлĕ чечексем ăсталаççĕ, кулинари вăрттăнлăхĕсене «шĕкĕлчеççĕ».



18 февраля 2013
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter