Усрав çемьесем пурнăçра хастар

Кашни ачах ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйма, телейлĕ çемьере ÿсме тивĕç. Районта çывăх çыннисемшĕн ытлашши пулса тăнă тĕпренчĕксене хăйсен хÿттине илнисем тата çемье ăшшине парнелес тĕллевлисем сахалах мар.

Иртнĕ кунсенче Шупашкарти «Салют» Культура керменĕнче «Чĕререн çуралнă çемье» ятпа усрав çемьесен творчество конкурсĕ иртрĕ. Тĕрлĕ районсенчен пухăннă çемьесене ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ С.Сыромолотова, Чăваш Республикинчи Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй В.Рафинов саламларĕç.

Элĕк районĕнчен асăннă конкурса Элĕк салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывăлĕпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, Анаткас Сурăмри Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тĕпренчĕкĕсемпе хутшăнчĕç. В.Рафинов Павловсен çемйине ачасене тивĕçлĕ воспитани панăшăн Тав хучĕпе чысларĕ. Николаевсемпе Васильевсен çемйисем «Чĕререн çуралнă çемье» конкурса активлă хутшăннăшăн свидетельствăсене тивĕçрĕç.

И. Ильина, опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ. (Элĕк районĕ)



18 февраля 2013
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter