Хĕрÿллĕ поэт: Никифор Ваçанкка

Кашни ÿсĕмри çын ачалăхĕнче асра юлакан ятсем пулаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрхи 30-40-мĕш çулсенче шкулта вĕренекен чăваш ачисем пурте Н. Ваçанкка ятне лайăх пĕлнĕ. Унăн сăвви-юррисене вуласа чăваш чĕлхине юратма вĕреннĕ, ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн иртнĕ пурнăçне, этем ĕçне, халăх кун-çулне хисеплеме хăнăхнă.

Никифор Тарасович Ваçанкка поэт, журналист, куçаруçă çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Ặна халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăра «Ваçанккана кам пĕлмест?» краеведени сехечĕ иртрĕ.

Краеведени уйрăмĕн ертÿçи поэт кĕнекисен куравĕпе вулакансене паллаштарчĕ.

Н.Т. Ваçанкка 1903 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Ураскилтре чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ, шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Элĕкри икĕ класлă шкулта вĕреннĕ чухне алăпа çырса «Вĕлле хурчĕ» журнал кăларса тăнă. Çакăнта вăл хăйĕн сăввисене пичетленĕ.

Шкул хыççăн Н. Ваçанкка Хусанти учительсен курсĕнчен, Вăрнарти педтехникумран вĕренсе тухнă. 1923 çулта Шупашкара килнĕ, «Канаш» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçланă. Сăввисем пĕрин хыççăн тепри хаçат страницисенче пичетленме тытăннă.

Хаçатра пичетленнĕ произведенисем хушшинче уйрăмах фельетонсем пысăк вырăн йышăннă.

Никифор  Ваçанкка пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл ăста куçаруçă та, талантлă сăвăç та. Вăл пурнăç тăршшĕпех çамрăк ăрушăн тăрăшнă. Ачасем валли «Санюк сăвви-юррисем», «Чакак хăнисем», «Йăлăмра» кĕнекесем хатĕрлесе кăларнă.

Унăн сăввисемпе чăваш композитрĕсем нумай юрă кĕвеленĕ. «Кай, кай Ивана», «Килмен те курман Шупашкарне», «Анатран хăпарать шурă пăрахут» юррисем чăннипех те халăх юррисем пулса тăчĕç.

Библиотекăна пухăннă вулакансем республикипе паллă ентешĕпе кăсăкланчĕç, вăл çырнă кĕнекесене хапăлласах илчĕç. (Ельчĕк районĕ)



18 февраля 2013
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter