Тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланччăр
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем епле хаклаççĕ; Вĕсем хаçат вулаканĕсене хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
С.Лаврентьев, «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕ:
– Çырура сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнассипе çыхăннă ыйтăва çĕклени килĕшрĕ. Эрех-сăра ĕçекен çын обществăна сăтăр çеç кÿрет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасене сиенлĕ йăласемпе туслашассинчен сыхлама чĕнсе каларĕ. Çавна май виçĕ çулта шкул ÿсĕмĕнчи кашни иккĕмĕш шăпăрлана спортпа çывăхлатма тĕллев лартать. Ку питех те лайăх.
Ю.Никифоров, фермер:
– Чăваш Ен чылай енпе малтисен ретĕнче пулнăшăн савăнтăм. Çивĕч ыйтусене вăхăтра хускатса ертÿлĕх шайĕнче татса панин витĕмĕ палăрать. Михаил Игнатьев Çырура республика аталанăвĕн çул-йĕрне палăртрĕ. Пирĕн ун шухăшĕсене ырласа, кашнинех çанă тавăрса ĕçлемелле. Пĕчĕк хуçалăхсен секторĕ аталаннине палăртмалла. Вĕсем çĕнелсе фермер хуçалăхĕ йĕркеленине ырламалла. Çакă та республика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать.
Л.Иванова, культура ĕçченĕ:
– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура культура ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстересси пирки асăнчĕ. Ку питĕ аван. Ача çуратакансем валли лайăх условисем туса пани демографи лару-тăрăвне витĕм кÿрет. Михаил Васильевич Çырура виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене пулăшасса пĕлтерчĕ.