Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне кăçал çакăн ятлă Çырупа тухнă. Çырупа республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин парламенчĕн вуннăмĕш сессийĕнче паллаштарнă. Кăçал ăна Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен калакан çулленхи отчетпа пĕрлештернĕ.

Документра калаçу пур отрасль тавра та пырать, республика ăнăçăвĕпе çыхăннă информаци, малашлăх аталанăвне палăртакан задачăсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çивĕч ыйтусен шутĕнче Михаил Игнатьев халăхăн тупăшĕ пĕчĕк пулнине палăртнă. «Тăрăшса ĕçлесен кăна эпир хамăрăн пурнăçа лайăхлатма пултарнине манмалла мар», – тенĕ вăл.

Наци сывлăхĕн темине хускатнă май, республика Пуçлăхĕ çынсем чĕлĕм туртассине сивлеме пуçланине, ытларах сывă пурнăç йĕркипе туслашма тытăннине каланă. Халĕ пирĕн тепĕр çитменлĕхпе – телейлĕ çемье йĕркелеме тата лайăх ĕçе вырнаçма чăрмантаракан алкогольпе – кĕрешмелле, палăртнă вăл.

«Чăваш енĕн çутçанталăк пуянлăхĕ çук, çавăнпа та пур ресурссемпе пĕлсе усă курмалла. Ку енĕпе кашни çĕр лаптăкне çаврăнăша кĕртмелле» – асăрхаттарнă М.Игнатьев.

Кăçал Тăван çутçанталăка хÿтĕлемелли çулталăк пулнă май, экологи теми те пĕлтерĕшлĕ. Республика Пуçлăхĕ çутçанталăка кăна упрани çителĕксĕр пулнине, чун-чĕре тасалăхне, ырăлăхне, харпăр хăйшĕн, ачисемшĕн тата Чăваш ен пуласлăхĕшĕн сыхласа хăвармаллине тата çирĕплетмеллине каланă. Вăл пурне те саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнма чĕннĕ.

Калаçу вĕçĕнче М.Игнатьев Чăваш еншĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйтăва та хускатнă. Ку вăл – Шупашкарăн 550 çулхи тата Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейĕсене хатĕрленсе ирттересси. Инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тесен, экономика, ертсе пырас тата ăс-тăн потенциалне чылай хывмалла.

Сесси вĕçĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ депутатсен республикăшăн «чирлĕ» чылай ыйтăвне хуравланă: вĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, медицинăпа, ял хуçалăхĕпе çыхăннă. (Вăрнар районĕ)



18 февраля 2013
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter