Чăваш кун-çулне ӳкерер-и?

«Атăлçи Пăлхар» историпе культура фончĕ пĕлтернĕ тăрăх вĕсем йĕркеленĕ «Чăваш Ен кун-çулне ӳкеретĕп» ятпа ирттерекен ӳкерчĕксен ăмăртăвĕ малалла пырать — пĕлтĕр çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланнăскер кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕччен пырать. Пурĕ пилĕк тема панă: Чăваш-пăлхар хайлалăхĕнчи (мифологийĕнчи) юмахсемпе былинăсем (сăвăллă юмахсем); чăваш кун-çулне çутатса паракан «Нарспи» тата ытти этнокĕвĕсем; чăваш-пăлхар кун-çулĕнчи авалхи паттăрлăх; чăваш тумĕпе эрешĕсем; чăваш халăх йăлисем (чӳк, киремет).

Çавăн пекех çак фонд «Авалхи пăлхар цивилизацийĕ сăнарлă ӳнерте» ятпа тепĕр ӳкерчĕксен ăмартăвне ирттерет. Унти тематикăсем: Метте империйĕ, Атăл паттăр империйĕ, Купрат хаканăн Аслă Пăлхарĕ, Аспарух Танай çине куçни тата Танай Пăлхаристана йĕркелени, Купрат ханăн Перещепинори вилтăпри, Хасар хаканлăхĕнчи Улăп Илитверĕн сăвар кнеçлĕхĕ, Атăлçи Пăлхарстан, Танай Пăлхастан кун-çулĕпе культури, Ылтăн Уртапа Хусан ханлăхĕнчи пăлхарсен кун-çулĕпе культури. Ку ăмăрту тĕнче шайĕнче иртмелле.

Ӳкерчĕксен конкурсне пур ӳсĕмрисем те хутшăнма пултараççĕ: ачасем те, çамрăксем те, аслисем те. Геннадий Ильич каласа панă тăрăх çак ăмăртăва йĕркелесе фонд халăха чăваш кун-çулĕпе интереслентерес тĕллев лартать. Паянхи кун тĕлне пурĕ 15 ĕç ярса панă иккен — ытларах пайĕпе студентсен ĕçĕсем. Шкул ачисем 5-6 класран пуçласа хутшăнайраççĕ. Çитĕннисен ĕçĕнче ăмăртăва йĕркелекенсем чаплă ĕçсем курасшăн — пирĕн ӳнерçĕсем хушшинче чăвашлăхпа çыхăнтарса ӳкерекенсем нумаях мар çав — Владимир Агеев, Георгий Фомиряков тата темиçе çын кăна.

Çĕнтерӳçĕсене фонд Атăлçи Пăлхарстанăн тĕп хули пулнă Пăлхара илсе кайма палăртать. Çавăн пекех вăл ĕçсем кĕнекесене кĕрĕç.

Ĕçсене эсир çак адреспа ярса пама пултаратăр: 428000, Шупашкар, К. Маркс урамĕ, 38 çурт, 5 корп, 402 пӳлĕм. Тафаев Геннадий Ильич.

Инçесас номерĕсем: 8-917-673-21-85 (карас), 8-8352-62-61-49 (ĕçри), 54-67-10 (кил).



18 февраля 2013
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter