Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çур акине хатĕрленессипе çыхăннă ĕçпе паллаштарнă. Кăçал республикăра акмалли лаптăк 568 пин гектарпа /иртнĕ çулхипе пăхсан 104,5%/ танлашмалла. Çав шутра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем - 260 пин /105,9%/, çĕр улми - 46,4 пин /96,5%/, выльăх апачĕлĕх культурăсем - 250,3 пин /104,7%/ гектар. Уй-хирти çурхи ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерме /ГСМ, им-çам, вăрлăх туянма/ 1,5 млрд яхăн тенкĕ кирлĕ.

Министр хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене 69,5 пин гектар акса хăварнине палăртнă. Вĕсем йĕркеллех хĕл каçаççĕ. Вăрлăхăн 92% хатĕр. Вăл Çĕмĕрле, Улатăр, Куславкка районĕсенче çителĕксĕр. Михаил Игнатьев Çĕмĕрле районĕнчи лару-тăрăва тĕплĕ тишкерме хушнă: «Унта вăрлăх кирлин виççĕмĕш пайĕ кăна. Мĕнле акса хăварасшăн? Ĕç-пуç питĕ çивĕч тĕк çав çĕрсене ытти района сĕнмелле. Унсăрăн вĕсем пушă юлĕç», - тенĕ вăл. Çавăн пекех çĕр улми лаптăкĕсене чакарма юраманни çинчен каланă, ăна çитĕнтересси йывăртарах, анчах вăл тĕш тырăран пысăкрах тупăш кÿрет.

С.Павлов нарăсăн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕр улми» курав иртесси пирки пĕлтернĕ. Унта Раççейĕн 18 регионĕнчи 86 тата чикĕ леш енчи икĕ предприяти хутшăнать. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ку хутĕнче те çĕр улмин тухăçлă сорчĕсен вăрлăхне сутĕç. Михаил Игнатьев курава лайăх йĕркелемелли пирки асăрхаттарнă - çĕр улми туянакансен вăрăм черетсенче тăмалла ан пултăр.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин çĕр айĕнчи пуянлăхсемпе усă курассин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пĕлтĕр çав пуянлăхсене кăларнă май налук шучĕпе республика бюджетне 28,6 млн яхăн тенкĕ кĕнĕ - 11-мĕш çулхинчен 1,8 хут нумайрах. Суту-илÿ ирттерсе пĕр хут илекен тÿлевсен шучĕпе республика бюджетне 42,2 млн тенкĕ кĕнĕ - виçĕм çулхинчен 49 хут нумайрах. Михаил Игнатьев саккуна пăсакансем тĕлĕшпе штрафсене туллин шыраса илес енĕпе çине тăмалли çинчен каланă.

Канашлура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ытти ыйтăвне те тишкернĕ. Влаç органĕсен ĕçченĕсен спартакиади тата Хĕллехи ял спорт вăййисем пирки сăмах пуçарнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çынсене çамрăкранах сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли, спортпа туслаштармалли пирки каланă. Юлашки çулсенче тунă физкультурăпа спорт комплексĕсене ачасене çамрăксен спорт шкулĕсене панă. Тĕллев - виçĕ çул хушшинче шкул çулĕсенчи кашни иккĕмĕш ачана спорт занятийĕсене явăçтарасси. ("Хыпар")



19 февраля 2013
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter